Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулăмпа шÿтлеме юраманнине яланах асра тытатăп

 Пирĕн районта питĕ пултаруллă ачасем ÿсеççĕ. Вĕренÿре те маттур вĕсем, шкул тулашĕнчи мероприятисенче те активлă. Вулакан пĕлет: районти-республикăри конкурс-ăмăртусен çĕнтерÿçисем çинчен тăтăшах çыратпăр.

Шкул ачисемпе ача сачĕсен воспитанникĕсем хушшинче  иртнĕ пушар хăрушсăрлăх темине çутатакан творчество ĕçĕсен конкурсĕ те çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.  Ку çивĕч ыйтăвăн кирлĕлĕхне ăнланса, вут-çулăмран тухакан инкексене асăрхаттарассипе хăйсен вĕренÿ учрежденийĕсенче тимлĕ ĕçленĕрен, чылай шкулпа ача сачĕ унта хастар хутшăннă. Тĕрĕссипе каласан, вĕрентÿллĕ мероприятин тĕллевĕсем тĕрлĕ енлĕ, анчах чи малтанах - пĕчĕк шăпăрлансене тата аслăраххисене пушар хăрушсăрлăх правилисене яланах асра тытма пулăшас тесе вĕсене тепĕр хут аса илтересси, тимлĕ пулма тата инкек тухас-тăк пулăшу чĕнме вĕрентесси. Пĕр сăмахсăрах, конкурс вĕрентÿллĕ пулнипе пĕрлех ачасене  пултарулăха аталантарма е тепĕр чухне çĕнĕрен уçма та май пачĕ, вĕсене хăйсене тĕрĕс тытма тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма пропагандăларĕ.

Вĕренекенсемпе ача сачĕсен воспитанникĕсем хăйсен вĕрентекенĕсем ертсе-пулăшса пынипе хатĕрленĕ ÿкерчĕкĕсемпе плакачĕсене тата алăпа ăсталанă япаласене конкурса тăратнă.  Капăр ĕçĕсенче ачасем пушар хуралĕнче тимлекенсен çăмăл мар ĕçне, вĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхне сăнланă, вут-çулăма сÿнтерекенсене тата инкексене асăрхаттаракансене мухтанă, шăрпăкпа вылясан мĕн кĕтмеллине кăтартса панă. Жюри членĕсем ( вĕсемех конкурс йĕркелÿçисем) - патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем, 27-мĕш пушар чаçĕн, ВДПО тата район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн представителĕсем - ĕçсене пăхса тухса тĕрлĕ критерисемпе хакланă. Шкул ачисем хушшинче ÿкерчĕксен ушкăнĕнче - Хăмăш шкулĕнчи  Ирина Павлован, алăпа ăсталанă япаласем хатĕрленисенчен - Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсен, плакатсен ушкăнĕнче Мăн Явăш шкулĕнче 7-мĕш класра пĕлÿ пухакан Александр Васильевăн ĕçĕсем çĕнтернĕ. Çавăн пекех призерсен йышне кĕнисем - Мария Андреева(Çĕрпел), Диана Петрова(Мăн Явăш), Çĕрпел шкулĕнчи 4-мĕш класра тата Вăрнарти 2-мĕш шкулта 2«г» класра вĕренекенсем, Полина Иванова, В.Андреева(Хăмăш).

Ача сачĕсене çÿрекенсем хушшинче «Çулăмпа шÿтлеме юраманнине яланах асра тытатăп!» ятпа йĕркеленĕ конкурс та темиçе номинаципе хĕрÿ иртнĕ. Жюри пĕрремĕш  вырăна  «Рябинка» ача садĕнчи Никита Александров(панно), «Ромашкăна» çÿрекен Дима Никитин, Карина Петрова, Кристина Семенова, Андрей Распутин(конструкци ăсталасси), Виктория Ефремова (çемçе тетте), Светлана Капитонова, Влада Штырлина, София Григорьева, Дмитрий Анисимов(аппликаци) тухнине пĕлтернĕ. Саша Сапожниковăн ( «Рябинка»), Вăрманкасри «Петушок» ача садĕнчи хатĕрленÿ  ушкăнĕн, Елена Кушаковапа Арина Ижелееван ( «Ромашка») ĕçĕсене те лайăх хак панă, вĕсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Чи ăста пурнăçланă ĕçсем вара малалла республикăри конкурса хутшăнĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться
;