Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чун кĕвви

Иртнĕ шăматкун çак ятпа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пирĕн ĕçтешĕмĕрĕн Елена Тикиневан спектакль премьери пулчĕ.

Пурнăç ÿкерчĕкĕсем, ял сăнĕсем. Кашниех телейлĕ пулма, юратнă çыннисемпе пĕрле пулма ĕмĕтленет. Акă Нина Ильинична мăшăрĕ ăна çамрăклах пĕчĕк ачипе тăратса хăварнă пулин те, Павăла кĕтме пăрахмасть-ха. Ăна чунтан-чĕререн юратакан Михаил Михайлович вара çакна ăнланасшăн мар - улталанă çынна çавăн пек ĕмĕтпе мĕнле кĕтме пулать-ха; Тĕп сăнарăн - Марийăн та - телейĕ çакнашкалрах. Вăл япшар чĕлхеллĕ каччăна савать, кукамăшĕ вĕрентсе каланине ăша хывмасть, юрату авăрне кĕрсе ÿкнĕскер, чыса упраса хăвараймасть. Укçашăн, чапшăн хыпса çунакан Володя вара Марийăн хĕр тусĕпе Алисăпа пĕрлешет. Çеруш Марийăна чăнласах юратать, анчах вăл хăйĕн хĕрÿ туйăмĕсене çулсем хушши вăрттăн упраса пурăнать, пирăшти-хĕр хăйне савма пултарасса ĕненмест...

Спектакль пĕр култарать, пĕр макăртать. Анчах вăл вĕрентÿллĕ: шанчăка нихăçан та çухатмалла мар, çын сăмаххи хыççăн каяс çук. 

Премьера тулли зал пуçтарчĕ. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Павлов лартрĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться
;