Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Павел Семенов халăхпа калаçнă

Иртнĕ эрнекун пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов пулчĕ. Вăл çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе «Единая Россия» партин Вăрнарти, Калининăри тата Кульцаври обществăлла йышăну пÿлĕмĕсенче йышăннă.

Депутат малтанах Вăрнар район пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа тĕл пулнă. Унăн çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравлама тивнĕ: Хурăнсур Çармăсри культура çуртне туса пĕтересси, Калининăри участок больницинче ача-пăча уйрăмне çĕнĕрен ĕçлеттерме ярасси, çулсем хывасси, ял хуçалăх таварĕсен хакне ÿстересси, апат-çимĕç хакĕсене йĕркелесси, пурлăха куçарас ĕçе çăмăллатасси  тата ытти пирки те. Каламалла, Павел Семенов та, унăн помощникĕ те, Анатолий Чернов, кашнин çине туллин те тивĕçлĕ хурав панă.

Юлашкинчен Павел Владимирович Кÿстÿмĕрти ача садне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалланă уява хутшăннă. Ача сачĕ 2006 çултанпа шкул çуртне куçнă. Юбилея районти ача сачĕсен ертÿçисем, Ершепуç ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Ачасем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарнă. Поселокри «Ромашка» ача сачĕн воспитателĕсем те концерт номерĕсем кăтартнă.

Павел Семенов ача садне теттесем парнеленĕ, коллектива çăмăл мар ĕçшĕн тав тунă.

Ĕç кунне пĕтĕмлетнĕ май Раççей Пташалăх Думин депутачĕ халăха хумхантаракан ыйтусене влаçăн çÿллĕрех шайĕнче хускатассине пĕлтернĕ.  



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться
;