Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Самантсенчен тăракан пурнăçа ÿкеретĕп...»

Лилия Тестова  - Кив Мĕлĕш ялĕнчен. Ялти, Вăрнарти шкулсенче, Канашри экономика колледжĕнче вĕреннĕ. Халĕ Чăваш патшалăх университечĕн  чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче тата коопераци институтĕнче ăс пухать. Пур çĕре те ĕлкĕрет пултаруллă та илемлĕ хĕр. Юрлать, гитарăпа вылять, театр ăсталăхне шĕкĕлчет, ÿкерет, сăвă-калав çырать. Пĕр сăмахпа, май пур таран аталантарать тавракурăмне студентка.

Лильăн хайлавĕсем тарăн шухăшлă. Вĕсенче темĕнле вăрттăнлăх. Вулакана пуян чĕлхепе, уйрăмлăхĕпе тыткăнлаççĕ.

Çывăхрах паллашар-ха Лильăпа тата унăн  пултарулăх кун-çулĕпе.

- Лиля çырас туртăм хăçан палăрнă санра; Мĕнрен пуçăннă эсĕ ку ĕçе;

- Пĕтĕмпех шкултан пуçланнă. Сочиненисемпе пĕчĕк калавсем çырма килĕшетчĕ. Анне те, Елена Ивановна, вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулă май нумай пулăшнă. Шăпах вăл мана чĕлхен илемне, хăватне, вăйне туйма вĕрентнĕ. Питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет ăна.

Канашра вĕреннĕ чух сăвăсем шăрçаланса тухма пуçларĕç. Чун ыйтнипе çырнă вĕсене, çавăнпа никамах та кăтартман, вăтаннă. Халĕ те вăтанатăп. Хăшĕ-пĕрисене хама валли çеç,  çынна вулама мар çыратăп тесессĕн те йăнăш пулмасть.  ЧГПУн чăваш филологийĕпе  культура факультетĕнче «Литература ĕçĕ» специализаци пуррине пĕлсен кунта çул тытрăм. Тĕллевĕ пĕрре - çырас ăсталăха малалла аталантарасси, калеме çивĕчлетесси.

- Ăçтан çуралаççĕ хайлавсем; Сăнарусене епле калăплатăн;

- Тĕпрен илсен, сюжетсене пурнăç хăех парать. Çапла мар-и; Эпĕ вара вăл пулăмсене илсе, якатса, илемлĕ чĕлхепе усă курса çеç кĕртетĕп хам хайлавсене. Геройсене те пурнăçран илетĕп. Куçа уçса çеç пăхмалла. Тавралла темĕн чухлĕ кăсăкли. Пултаруллă, май пур таран активлă пулмалла. Вĕçертмелле мар саманта, пирĕн пурнăç самантсенчен тăрать-çке-ха.

- Мĕнле ыйтусем хускататăн калавусенче;

- Ыйтусем тĕрлĕрен: кăмăл-сипет проблеми, юрату, эгоизм туйăмĕсем, каçарма пĕлни... Каçару вăл - питĕ пысăк утăм. Тепĕр чух çав пĕр утăма тума калама çук йывăр. Анчах хал çитерсе каçарма пултарни - пысăк паттăрлăх.

- Мĕнле жанрсене кăмăллатăн;

- Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, сăвăсенче - манăн пĕтĕм чунри пăшăрханăвăмсемпе туйăмсем. Çавăнпа вĕсене ют куçран упратăп. Калав жанрĕпе анлă усă куратăп. Пысăкрах произведенисем çырма хăяймастăп-ха хальлĕхе. Мехелĕм çитмест пек туйăнать.

- Литературăпа туслă пулнă май, хăв та нумай вулатăн ĕнтĕ; Юратнă кĕнекÿсем пур-и;

- Çапла, вулама юрататăп. Кăмăла каякан кĕнекесем: Мария Семенован «Волкодав», Виктор Гюгон «Отверженные» кĕнекесем.

- Пурнăç çулĕпе мĕнле девизпа утатăн;

- Яланах, темле пулсан та, çын пумалла.

- Калаçушăн, тавах.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться
;