Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аталану - пурнăç никĕсĕ

- Эпир хамăрăн ача сачĕ кĕçĕннисемшĕн чăннипех те аталану, шыравпа тĕпчев, кăсăклă пурнăç уçлăхĕ пулнишĕн мăнаçланатпăр,- кăмăллăн пĕлтерчĕ Кÿстÿмĕрти «Ивушка» ача сачĕн ертÿçи Галина Михайловна Уфаринова.

Кусем - ÿстерсе каланă сăмахсем мар. Вунсакăр çул шкул çулĕчченхи вĕренÿ учрежденийĕн тилхепине тытса пыраканскершĕн, ĕç, кану тата вĕренÿ  условийĕсене тивĕçлĕ шая çитерме пултарнишĕн савăнмалли пур. Çакă пĕтĕмпех коллективăн пĕрлехи ĕçĕ, тет вăл. Апла пулин те, çитĕнĕвĕн пысăк пайĕ Галина Михайловна çине выртать, кунти хăтлăхшăн, пурлăх никĕсне хăватлатассишĕн, самана таппинчен юлас марришĕн вăл пуринчен ытла хыпса çуннă.

- Ял ачисем хуларисенчен кайра ан пулччăр: ăсăпе те, аталанăвĕпе те, пултарулăхĕпе те. Çак пахалăхсене шăпах кĕçĕн çулсенче хывмалла, вĕсем - пĕтĕм пурнăç никĕсĕ,- тет ертÿçĕ.

Кÿстÿмĕрсенчен те вĕренмелли пур: воспитательсем методика ĕçне активлă хутшăнаççĕ, уçă занятисем ирттереççĕ, конкурссенче çĕнтереççĕ. Шкулпа ĕçлĕ çыхăнура. 2006 çултанпа ача садне вырăнти шкул çуртне куçарни ку ĕçе пушшех те вăйлатма май панă.

Ача садне паян 23-ĕн çÿреççĕ. Вĕсенче пуçламăш пĕлÿ никĕсне хывассипе пултаруллă ĕçченсем вăй хураççĕ. Надежда Измакова акă мĕн ача сачĕ уçăлнăранпах кĕçĕннисем хушшинче, занятисене кăсăклă, вĕрентÿллĕ ирттерет. Екатерина Семенова кĕçĕн воспитательпе Елена Краснова музыка руководительне те ачасем чунтан юратаççĕ. Зоя Кириллова вара вунпиллĕкмĕш çул ĕнтĕ шăпăрлансене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать.

«Ивушкăра» физкультурăпа спорт ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнă. Ахальтен-и, кашни мероприятирех ăмăртусем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Çак кунсенче кÿстÿмÿрсем ялта ача сачĕ уçăлнăранпа 20 çул çитнине паллă турĕç. Унта Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов та хутшăннă, коллектива çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçшĕн тав тунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;