Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инкек вырăнĕнчех вилнĕ

Район территорийĕпе республика шайĕнчи çулсем иртеççĕ те, ют район-хула çыннисем кунта инкеке лекнĕ тĕслĕхсем сайра мар. Иртнĕ эрнере акă çакнашкал синкерлĕ ĕç  ирхине-ирех Шупашкар-Калинино автоçул çинче пулнă. 35 çулти çамрăк, Шупашкарта пурăннăскер, хăйĕн «Ауди-80» автомашинипе Калинино сали çывăхнелле çитсе пынă. Анчах К. руле тытса чарайман, машинăна кюветалла сиктернĕ. Водитель питĕ йывăр аманнă, васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади килсе çитиччен инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă.

Апрелĕн 8-мĕшĕнче каçхине  шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Вăрнарти автовокзал çывăхĕнче С.-на тытса чарнă. Вăл хура-шурă кăтартакан телевизор йăтса пынă пулнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, телевизора арçын  пĕр уйрăм предпринимателĕн пасар территорийĕнчи хурал будкинчен саккунсăр майпа илсе тухнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;