Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлÿпе воспитани пĕр тĕвĕре

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ял валли ăста кадрсем хатĕрлессипе пĕрлех студентсене тивĕçлĕ воспитани парасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Паян кунта куçăмлă тата куçăмсăр майпа 700-е яхăн хĕрпе каччă пĕлÿ пухать. Вĕсен канăвне усăллă йĕркелессипе тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Паллă датăсемпе, çулталăк вăхăчĕсемпе çыхăннă мĕнпур уяв каçне воспитани никĕсĕ çинче йĕркелеççĕ.  Спорт секцийĕсем, предмет, илемлĕ пултарулăх кружокĕсем чылай çул ĕçлеççĕ. Общежитире уçнă «Кил хуçи хĕрарăмĕ», шашка тата шахмат, аэробика клубĕсем нихăçан та пушă мар.

  - Кунпа пĕрлех эпир çамрăксем йĕркене пăсассине асăрхаттарас енĕпе чылай ĕçлеме тытăнтăмăр,- пĕлтерет директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Клара Александрова. - Тÿрĕ çултан пăрăнма пултаракан ачасен списокĕсене йĕркеленĕ, ку шутра çула çитмен ачасен комиссинче тăракан çамрăксем те пур. «Теветкеллĕх ушкăнри» кашни ача çине картотека уçнă. Ăна çамрăка сăнанипе, ун тыткаларăшне тата çемьери лару-тăрăвне тишкернипе çĕнетсех пыратпăр. «Йывăр» ача çумне вĕрентсе пыракана, кружок е спорт секцийĕн руководительне çирĕплетни усă панине палăртма кăмăллă.

Клара Германовна тĕслĕхсем те илсе кăтартрĕ. Акă пĕр каччă хăйĕн ятне тĕрĕс мар ĕçпе вараланă, преподавательсем ăна çăлма пултарнă - илемлĕ пултарулăх кружокне, спорт мероприятийĕсене явăçтарнă. Мĕн тетĕр; Халĕ вăл - вĕренÿ ударникĕ, спортăн çывăх тусĕ, культурăпа массăллă мероприятисен хастар участникĕ.

Ял хуçалăх техникумĕ кунтан вĕренсе тухнă, тĕрлĕ отрасльте палăрнă студенчĕсемпе мăнаçланнипе пĕрлех паянхи вĕренекенсемпе те мухтавлă. А.В.Созонов преподавателĕн тивĕçĕпе полиатлонистсем Раççей таран çĕнтерÿпе çĕкленчĕç. Районта иртекен пĕрлештернĕ концертсенче техникум студенчĕсем илемлĕ номерсемпе паллаштараççĕ. Чи пултаруллисем çулсерен Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕсем пулса тăраççĕ. Кăçал вĕсем виççĕн: Мефодий Павлов, Сергей Политов, Николай Тихонов. О.Кормушкина, К.Соловьева, М.Павлов, Т.Иванова, И.Тимофеева тата ыттисем - район, республика конкурсĕсен çĕнтерÿçисем.

Паллах, вĕренме, канма, аталанма тивĕçлĕ условисем кирлĕ. Техникум директорĕ Илья Арбузов тăрăшнипе юлашки çулсенче ку енĕпе калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă, вĕренÿ корпусĕсене, общежитие, территорие илемпе хăтлăх кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;