Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуçланĕç ака-суха ĕçĕсем, уя тухĕç трактористсем

Уй-хире тухиччен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче техника тĕрĕслевĕ иртет. Унта механизаторсем хурçă утсен юсавлăхĕшĕн еплерех тăрăшни аван курăнать.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа» кооперативсенче тимлекенсен яваплăхĕ уйрăмах пысăк пулни курăнчĕ. Комисси членĕсем - патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ И.Тимофеев, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Никифоров, «Агро-инновацисем» патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрнарти консультаци центрĕн директорĕ Е.Алексеев, ĕç сыхлавĕ енĕпе тимлекен районти тĕп специалист А.Николаев çак асăннă предприятисенче мĕн пур техникăна çуракине хатĕрлесе çитернине палăртрĕç. Ырă тĕслĕх кăтартакан хуçалăхсенчен «Юнтапа» кооператив та юласшăн мар. Юлашки вăхăтра П.Трифонов ертÿçĕ хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшни куç умĕнчех. Механизаторсенчен çирĕп ыйтать. Мехпаркри чылай техника тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă. Акмалли вăрлăх йăлтах кондициллĕ. «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитари предприятийĕ урлă 70 тонна минераллă удобрени туяннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ.

Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче пуçаруллă çынсем çук мар. Акă малтан ветеринари тухтăрĕнче вăй хунă В.Павлов икĕ çул каялла фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Çĕр хуçи çĕр чĕлхине лайăх пĕлнĕрен ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Фермерăн мехпаркĕнче 6 техника. Пурте юсавлă. Çуракине паян тесен паян тухма хатĕр.

Шел те, çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме пур çĕрте те тăрăшмаççĕ. «Родина», «Правда», «МТС «Яуши», «Броневик», «Кольцовка», «Вурнарская» хуçалăхсенче вăй хуракансен хастарлăхĕ курăнмасть-ха. Кая юлсан каю шăтать тенине асра тытасчĕ.

Техосмотр вĕçленсен кашни хуçалăхра комисси членĕсем вĕрентÿ ирттернĕ: механизаторсене хĕрÿ тапхăр вăхăтĕнче асăрхануллă тата тимлĕ пулмалли çинчен асра тытмаллине, ĕçкĕ-çикĕпе аташма юраманнине, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;