Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пулас тухăçшăн тăрăшса

Районта çурхи ĕçсене пурнăçлама тытăннă. Ака уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсем йышăнакан лаптăкăн 75 процентне азот удобренийĕсемпе апатлантарнă. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче ĕç кăтартăвĕсем пысăк.

Пулас тухăçшăн тăрăшса «Санары» агрофирмăра акмалли тыррăн вăрлăхне им-çамлама пуçланă.

Хуçалăхсенче çĕр улмин 54 процентне яровизациленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;