Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей финалне тухнă

Шухăш ирĕклĕхĕ пултăр кăна - темĕн те пĕр шутласа тупма пулать. Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Кирилл Иванов акă иртнĕ çуркуннепе çулла тăршшĕпех хупахсене «шефа» илнĕ. Тĕрĕсрех каласан, ун çитĕнĕвĕ çине радиохумсемпе сасăсем мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕсленĕ. Хупах тĕммисем темиçешер сехет кĕсье телефонĕсенчен янăракан юрăсене «итленĕ». Контрольлĕ объект та пулнă - ку хупаха нимĕнле тĕпчевпе те «чăрмантарман». Уйрăмлăхне кĕркунне палăртнă -          хăвăртрах ÿснĕ.

Çак проектпа Кирилл ачасемпе çамрăксен тăван тавралăха упрассипе йĕркелекен наукăпа тĕпчев тата вĕрентÿпе тĕпчев проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри «Созвездие» олимпиадăн финалне тухнă. Вăл апрелĕн 20-25-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи Королев хулинче иртет.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;