Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕслевсем ирттернĕ

Кăçал районта пушар тĕлĕшĕнчен лару-тăру лăпках мар, хальхи вăхăтра пĕлтĕрхинчен 2 хут ытларах вут-çулăм алхаснă. Районта пулса иртнĕ 14 пушарта икĕ çын вилнĕ, 12 çурт-хуралтă çунса кайнă тата 6-шĕ сиенленнĕ. Пĕтĕмĕшле вара «хĕрлĕ автан» 822 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Яланхиллех пушар сăлтавĕсем ытларах чухне çынсемпе хăйсемпе - кил-çурт хуçисемпе - çыхăннă. Электрооборудование вырнаçтарнă тата ĕçлеттернĕ чух хăрушсăрлăх правилисене пăснăран - 6, кăмакасене йĕркене пăхăнмасăр вырнаçтарнă е усă курнă  пирки - 4, ачасем шăрпăкпа вылянăран - 2, çулăмпа асăрхануллă пулманран тата юриех чĕртсе янипе  пĕрер хутчен вут-кăвар хыпса илсе асар-писер çунтарнă.

Пушар тухассипе Вăрнар хула (4) тата Калинино (3), Пăртас (2), Çĕрпел (2) ял поселенийĕсенче ÿсĕм палăрать. Пĕрер инкек Кĕçĕн Кипек, Мăн Явăш, Упнер ял поселенийĕсенче те пулса иртнĕ.

Экономика обьекчĕсенче тата халăх пурăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине вăйлатас, çынсем вилессине асăрхаттарас тĕллевпе пушарсем нумайрах алхаснă поселенисенче (Вăрнар тата Калинино) чрезвычайлă ситуацисене асăрхаттарассипе ĕçлекен комисси ларăвĕн йышăнăвĕпе пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнĕ. Ку тапхăрта граждансен пухăвне, пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕрентÿсем ирттернĕ* ăнăçсăр тата эрехпе туслă çемьесем, ватă çынсемпе инвалидсем пурăнакан кил-çуртсене тĕрĕсленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;