Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавралăха - тирпей-илем

Çавалкасри хăйтытăмлăх органĕ тавралăха тирпей-илем кÿрес енĕпе ĕçлекен ятарлă комисси йĕркелерĕ.

Иртнĕ кунсенче комисси членĕсем, вĕрентÿ, сывлăх, культура, суту-илÿ учрежденийĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçленине тишкерчĕç, хăш-пĕр организацисен çурт-йĕрĕсене тĕрлĕ çÿп-çапсенчен тасатманнине тупса палăртрĕç. Çавăн пекех вĕсем Сăкăтри, Туçи Мăратри тата Çавалкасри хăш-пĕр урамсенчи çурт умĕсене вутă-шанкăпа, строительство материалĕсемпе хупласа хунине асăрхарĕç, кил хуçисене çав çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварчĕç.

- Тирпейлĕх, тасалăх чир-чĕрпе кĕрешме пулăшать, пушар тухас хăрушлăха сирсе ярать. Кунсăр пуçне ял культурине те çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Таврара илемлĕх пулсан, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн, - палăртать хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ Петр Иванович Краснов.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;