Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яваплăха туйса

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх  предприятийĕ çуракине тухма тĕплĕн хатĕрленет. Çурхи культурăсене акма 1980 центнер вăрлăх кирлĕ пулсан, вăл çителĕклех. Пур йышши вăрлăх та кондициллĕ.

Çавалкассем çĕре минераллă удобренисем хывассине тĕп вырăна хураççĕ. Кăçал та  вĕсене кирлĕ чухлех туяннă.

Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттерме гусеницăллă тата урапаллă тракторсене, вĕсенчен кăкарса ĕçлемелли техникăна йăлтах хатĕрлесе çитернĕ, тĕрĕслев комиссийĕ витĕр кăларнă. Тырă  акма пур агрегат çине те хисепе тухнă механизаторсене çирĕплетнĕ.

Çураки вăхăтĕнче трактористсемпе водительсене тырă акнă çĕре хутшăнакансене хуçалăх столовăйĕнче апатлантарса тăрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться
;