Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасемшĕн те, ĕçтешĕсемшĕн те - çывăх юлташ

Районти шкулсенче халĕ чăваш чĕлхи кунĕсем иртеççĕ. Чăвашлăха упрассипе, чĕлхе пуянлăхне ăша хывассипе районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем сумлă тÿпе хываççĕ.

Акă, Кульцав шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  Нина Николаевна Михайлова та çавах. Вăл И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсанах кунта ĕçлеме килнĕ. Хăй Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентме, паллах, çăмăлах пулман çамрăк вĕрентекене. Çапах та Нина Николаевна йывăрлăхсенчен хăраса тăман. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Тĕрлĕ мероприятисем, кружоксем йĕркелет. Шкул ачисемшĕн чи çывăх çын, хаклă вĕрентекен пулса тăрать. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çепĕç чĕлхипе, пуян ăс-хакăлĕпе вăл пурне те тыткăна илет. Уроксем хыççăн та  ачасемпе чылай ĕçлет. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе те тачă çыхăну тытса пырать. Йывăрлăхсем сиксе тухсан Нина Николаевна ачасем патне киле çитме тăрăшать, ырă сĕнÿсемпе пулăшса пырать.

Вырăс ачисем халĕ чăваш чĕлхине çав тери хисеплеççĕ. Çулсерен районта, республикăра ирттерекен ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тухаççĕ.

Кăçал республикăра чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра унăн икĕ вĕренекенĕ палăрчĕç - 9-мĕш класри Света Петрова 2-мĕш, 11-мĕш класра вĕренекен Оля  Полякова 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Учительница çирĕп пĕлÿ панипе  пĕрлех ачасене тĕрлĕ ĕçсем тума та вĕрентет. Шкулта вăл ал ĕç кружокне ертсе пырать, унта хĕрачасем тĕрлĕ шальсем, кофтăсем, алсишсем çыхма вĕренеççĕ.

Çавăн пекех Нина Николаевна педколлектившăн та çывăх юлташ. Йывăр вăхăтра пурте  ун патне пыраççĕ, вăл ырă сăмахсемпе, сĕнÿсемпе чуна йăпатать, май пур таран пурне те пулăшма тăрăшать. Хăйĕн ăшă кăмăлĕпе савăнтарать, хĕвел пек ăшăтать.

Мăшăрĕпе Григорий Хрисановичпа (истори учителĕ) икĕ ывăл пăхса ÿстереççĕ. Асли, Саша, 9-мĕш класра вĕренет, спортпа туслă, ăмăртусенче яланах малти вырăна тухать. Кăçал вăл ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕç пулнă. Алеша 3-мĕш класра, вăл - шкулти чи лайăх йĕлтĕрçĕ.

Нина Николаевнăна эпир малашне те пысăк çитĕнÿсем туса пыма ăнăçу сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;