Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чие лартар-и?

Юрий Айдашăн «Вăрнар чийисем» ятлă сăвă пур. Ретро. Асилÿ хайлавĕ. Чунра юлни.

Çитрĕ вăхăт -

Каллех ак Вăрнар чийисем,

Шуррăн кăпăкланса,

Урамсем тăрăх шурĕç.

Пит-куçа перĕнсе,

Кăтăкларĕç чуна та вĕсем.

Тахçанхи сăнсене,

Кинори пек,

Яр-уçăмлă турĕç...

Алла илнĕ пепке амăшĕпе пĕрле ашшĕне вăрçа ăсатать... Вокзал умĕпе вĕçрен вĕçĕм симĕс пуйăс иртет. Тепĕр вунă çултан ача çакăнта амăшĕ тирпейлесе тыттарнă чĕреспе çăмарта е сарçу сутма çÿрет. Шур кайăклă  хумсем витĕр симĕс пуйăссем чĕрене чĕтрентерсе иртеççĕ.

Эп кунтан тухса кайнă

Чи аслă çула.

Транзитсен ырлăхне

Вăрнарта эп пуçланă туймашкăн.

Салтака, вĕренме...

Çурçĕре, Урала...

Эп пуçланă кунтан

Çĕршывпа паллашмашкăн.

Ак ĕнтĕ, «сарă çурт тавралли шурă кăпăк» поэт чун-чĕрине вăтăр-хĕрĕх çул иртнĕ хыççăн тепĕр хут сăвă шăратса хумалăх çупăрласа илет. Хăма тротуарсем акăш çулĕ пек çуттăн курăнса каяççĕ.

«Вăрнар чийисем» «Тăван Атăл» хурналăн пирĕн района халалланă номерĕнче (2-1976) çапăнса тухнăччĕ. Çав çулхине, Акатуй кунĕнче, поселок çийĕн эпĕ «куккурузникпе» вĕçсе курнă. Тĕлĕнтерет, килентерет хула çÿлтен пăхсассăн! Шел, Вăрнартан тахçанах ĕнтĕ самолет вĕçмест. Ачапчана лартса пĕр виçĕ хут çавăрас-тăк, тăван кĕтес капăрлăхне, тен, ĕмĕрлĕхе «çÿллĕ шайран» асра хăварĕччĕç. Урамсен икĕ енĕпе чăлтăр-йăлтăр шурă пир пăрахнă тейĕн! Садсен ăшĕнче пурăнаттăмăр. Вокзал тавралли йывăçлăха астăвăр-ха. Çу-çĕртме уйăхĕсенче чечек шăрши сăмсана юри сапнăн ачашлатчĕ. Чие чечекĕ карта-хÿме урлă усăнатчĕ, кĕçех тротуарсем çине хĕрлĕ çырли кăвар пек тăкăнатчĕ.

Ылханса ăрăмăçланăн çĕтрĕ çак ÿкерчĕк. Нумай хутлă çуртсем, пĕтĕмĕшпе илсен, тавраллах çап-çара - клумбăсемпе, чечек йăранĕсемпе чăрманакан çын сахал. Уйрăм хуçалăхсем сетка картисен хĕррипе шал енчен чие тĕмисем лартсан тем пекех аванччĕ те... Ытла та çаралтăмăр-çке. Кюветсенче çуллен лартнисем чĕрĕлсен те ÿссе хăпараймаççĕ. Тротуарсен çумĕпе А.Кушков хÿтерсе ларттарнă тĕмсен речĕсем ватăлчĕç.

Ялта - йăмра хитре. Вăрнар символĕ - чие. Ман шутпа, йывăç уйăхлăхне ку хутĕнче «чие кампанийĕнчен» тытăнмалла. Хула администрацийĕн, урам комитечĕсен ĕçе халех кÿлĕнмелле. Хунаттармалăх хунавсене хупнă шкулсен  юхăнакан сачĕсенче хатĕрлеме пулать. Пачах пăрахăçланă коллективлă садсем пур. Сĕнÿсем тĕрлĕрен, пайтах пулма пултараççĕ. Хула хапхисенче - вокзалсен таврашĕнче мĕн ĕçлемеллине тĕплĕнрех палăртасчĕ.

Çитес шăматкун - пĕтĕмĕшле субботник. Коммунистсем Асăну лапамĕнче, палăксен таврашĕнче ĕçлеме палăртнине пĕлетĕп. Малтан Тăван çĕршывшăн çапăçса вилнĕ моряксемпе пограничниксен хисеплĕ палăкĕсем патне тухаççĕ: тирпей-илем тăвасшăн, чăрăш хунавĕсем лартасшăн. Чукун çул станцийĕ патĕнче декоративлă чие-улмуççи кирлĕ тесе шутлаççĕ. Унта вара тĕллеттерсе материалпа тивĕçтерессе кĕтеççĕ.

Коммунизмла (ленинла, теттĕмĕр) субботник пуçласа Мускавра иртнĕренпе 90 çул çитрĕ. Çынсене кăштах малтанхисем çинчен асилтерсен пăсмасть - хамăрăн истори, тĕлĕнтерекен тĕслĕхсем пит нумай. Тиркешни-чăкрашни ырă мар: пĕрисем коммунизмла субботникре, теприсем «капитализмлă» тенинче тарласа пăхчăр. Кашниех хăйĕн «пĕренине» тупса йăтма пултартăр. Белоруссире, авă, субботниксене çуллен пĕтĕм патшалăх, пĕтĕм халăх уявĕ вырăнне хураççĕ. А.Лукашенко Президент политикăра çеç мар, ĕç уявĕнче те ялан хастар.

Америка (США) Президенчĕн арăмĕ, Мишель Обама, субботниксене мартранпах тухать-мĕн, пуçламăш шкулти 26 ачапа пĕрле Шурă çурт çеремĕнче пахча чавса тирпейлет, унта 50 тĕрлĕ пахча çимĕç тăвасшăн. Калас-тăк, Шурă çурт садĕнче Элеонора Рузвельт та тăрмашкаланă. Упăшки çав вăхăтра Карл Марксăн «Капиталне» шĕкĕлченĕ теççĕ... Пирĕннисем çак кунсенче В.Ленинăн «Аслă пуçарăвне» вуласа пăхсан шутсăр вырăнлă пулатчĕ: унта вăл, коммунизмла субботниксен опытне тишкернĕ май, малашлăха ĕмĕрсем витĕр пăхнă май, пророкла ăслă шухăшсем шăратнă.

Ниме йăли-йĕрки чăваш хушшинче сÿнмен-ха. Субботниксенчен ютшăнасси пур. Вырăнти буржуйпа обывателе тÿлевсĕр ĕçе епле явăçтармалла-ши; Ăнăçлăх, паллах, йĕркеленинчен килет. Эп пĕрскер хăй чÿречи умĕнчи ясмăк акнă пек мĕльюн чĕлĕм тĕпне ют урамри хĕрарăм пуçтарнăшăн çÿлтен кулкаласа пăхнине асăрханă...

Çитĕ вăхăт -

Каллех ак Вăрнар чийисем,

Шуррăн кăпăкланса,

Урамсем тăрăх шăвĕç.

Çапла пултăрччĕ!



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;