Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ертÿçĕ - хастар, хуçалăх - çирĕп

Этем тени ĕçпе паха теççĕ. Ялта тăрăшакан умĕнче уйрăмах çĕре çити пуç таяссăм килет. Пурнăç йывăр тесе пуçа усса лармасть. Ирхи шуçăм кăвакарма пуçласан ĕçе тытăнать те каçхи шуçăмччен канма пĕлмесĕр хура тар тăкать. Хресчен хăйĕн вăй-халне шеллеменрен пирĕн сĕтел апат-çимĕçрен тулăх. «Эпир пурте çĕртен тухнă, çĕрех таврăнатпăр. Çавăнпа та çĕр-аннемĕре, пурне те тăрантаракан çĕр ĕçченне хисеплесе сăвап вырăнне хума яланах вĕренмелле», - тенĕ Николай Федоров Президент Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Йăх-несĕлĕмĕрсен ятне çÿлте тытма тăрăшакансене чыс та мухтав. «Мураты» кооператив ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов ырă сăмахсене кăна тивĕçлĕ. Вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен, Шупашкарти Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен, Мускаври социаллă университетран вĕренсе тухнă. Çирĕп ăслă, анлă тавракурăмлă пулни Геннадий Петровича ĕçре пулăшса пырать. «Мураты» кооператив тăватă çул каялла кăна йĕркеленнĕ пулин те районта, республикăра паллă хуçалăхсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кооперативра туса илнĕ экологи енчен те таса продукцие Раççейĕн тĕп хулинче те хапăлласах туянаççĕ. Ертÿçи шанса панă ĕçре чунне парса вăй хурать. Хуçалăх тилхепине çирĕп тытнăран кооператив кашни çулах уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлать. Ырми-канми тăрăшнин «çимĕçĕ» пурах. Акă 2007 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Мураты» кооператив республикăри 100 чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсен йышне кĕнĕ, 12-мĕш вырăн тивĕçлипе çĕнсе илнĕ. Кооператив Çĕньял Явăшри, Уйкас Явăшри, Мăн Явăшри ял çыннисем арендăна панă çĕрсемпе усă курать. Пĕтĕмĕшле лаптăк - 1030 гектар. Çĕр пулăхне лайăхлатса пынăран ял хуçалăх культурисем кашни çулах ăнса çитĕнеççĕ. Акă 2007 çулта тĕш тырăсем 26,5 центнер, çĕр улми 295 центнер тухăç панă. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тата пысăкрах: уй-хир ылтăнне кашни гектартан вăтамран - 27,5, «иккĕмĕш çăкăра» 380 центнер пухса илнĕ. Пĕлтĕр хуçалăх вăрлăх ĕрчетессипе тимлеме лицензи илнĕ.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ хресченрен пысăк яваплăх ыйтать.

Геннадий Спиридонов пултаруллă çĕр хуçи пулнăран кооператив 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă Пилĕкçуллăх программăна пурнăçа кĕртессипе теветкеллĕн ĕçлет. Кунта выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 170 пуç шутланать. Çав шутран - 62 ĕне. Иртнĕ çул кăна «хушка çамкаллисем» 12-ччĕ. Районти аграрисемпе танлаштарсан «Мураты» кооперативра сăвăм пуринчен пысăк. 2008 çулта кашни ĕнерен вăтамран 5654 килограмм сĕт суса илнĕ. Ахăртнех, выльăхсен кĕтĕвне çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçленĕрен кăтартусем ÿснĕ. Пĕлтĕр аш-пăш та ытларах туса илнĕ.

Хуçалăхра 71 çын вăй хурать. Ертÿçĕ каланă тăрăх, пурте пĕр тĕллевпе тăрăшнăран иртнĕ çул сахал мар услам тунă. Таса тупăш 19 миллион (2007 çулхинчен 10 миллион нумайрах) ытлатенкĕпе танлашнă. Сатур ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ шалу тÿлеççĕ. Вăтам ĕç укçи - 5287 тенкĕ. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче пĕлтĕр механизаторсем 40 пин тенкĕ таран та ĕçлесе илме пултарнă. Хуçалăх председателĕн лавне тăваттăмĕш çул туртса пыракан Геннадий Спиридонов вăй питти çынсем тĕнче тăрăх касса ан çÿреччĕр тесе тăрăшать. Яваплă тапхăрсенче ĕç çыннисен, хисепĕ 100-тен те иртет. Тăван тăрăхра вăй хума май пурришĕн ялсенче пурăнакансем ертÿçе чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Хăватлă техникăсăр малашлăх çуккине Геннадий Петрович витĕр курать. Перекет банкĕн тата Раççей ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕсенчен кредитсем илсе мехпарка çĕр улми сортлакан комплекспа, «иккĕмĕш çăкăр» кăларса пуçтаракан комбайнпа, çĕнĕ йышши культиваторпа, плугпа, сеялкăпа, икĕ «Джон Дир» (пĕринче - 190 лаша вăйĕ, тепринче - 150) тракторпа тата ытти техникăпа пуянлатнă.

Пĕр вырăнта тăнипе малалла каяймастăн. Ахальтен мар халăхра ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен теççĕ. Геннадий Петрович çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче те, чикĕ леш енче те пулма тăрăшать, малта пыракан паха опытпа çулленех паллашать. Кооператив тăтăшах район, республика шайĕнче иртекен куравсене хастар хутшăнать.

- Хуçалăх, ял пуласлăхĕ - Геннадий Петрович Спиридонов пек маттур çынсенче, - терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов.

Геннадий Петрович тата ăна пулăшса пыракан шăллĕ Юрий Петрович ашшĕнех пăхнă. Петр Спиридонович ĕмĕр тăршшĕпех çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ, ывăлĕсенче мĕн пĕчĕкрен хресчен туйăмне аталантарнă.

- Хура çĕр - анне кăкăрĕ вăл. Пире тăрантарса усрать, тумлантарать. Çĕр-аннемĕре хисеплесен вăл тав тума манмасть, - терĕ кооператив ертÿçи ытарлăн.

Тĕнчери финанс кризисĕ тесе Геннадий Петрович пуçа усса лармасть, тăвалла пулсан та кооператива малаллах туртать. Ыранхи пурнăç çинчен шухăшласа хуçалăхра çĕнĕ çĕр улми валли 23 пин те 177 ещĕк хатĕрленĕ. Килĕшÿ тунă йĕркепе «иккĕмĕш çăкăра» кăçал та Çурçĕр флотне леçĕç. «Çурхи кун - çулталăклăх» тенине хуçалăхра асра тытаççĕ. Çураки ирттерме лайăх хатĕрленнĕ. Акмалли вăрлăх пахалăхлă. Минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ.

Хуçалăх аталанăвĕ пĕтĕмпех ертÿçĕ çаврăнăçулăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, мал ĕмĕтлĕ пулнинчен килет. Геннадий Петрович кооператив республикăри вунă чи лайăх ял хуçалăх предприяти йышне кĕтĕр тесе ĕмĕтленет. Ырă хуçа коллективра хисепре. Пултаруллă ертÿçĕ çак кунсенче 45 çулхи юбилейне паллă тăвать. Кооператив ĕçченĕсем Геннадий Петровича чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, Атăл юханшывĕ пек вăрăм кун-çул, çăл куç пек тапакан вăй-хал, тулли телей сунаççĕ. Хуçалăх тилхепине те нумай çул çирĕп тытса пытăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;