Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Галина Павлова - Раççей чемпионки

«Газпром Трансгаз Сургут» туллии мар яваплă общество парнисемшĕн хĕллехи полиатлон енĕпе иртекен Пĕтĕм Раççейри уçă ăмăртура пĕлтĕр вăл виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ, кăçал вара - пĕрремĕш!

Сургут хулинче иртнĕскере, Чăваш енрен тăватă спортсмен хутшăннă, виççĕшĕ - пирĕн районтан: ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галя Павлова, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов тата унăн ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен ывăлĕ Сергей.

Уйрăмах Г.Павлова тĕлĕнмелле лайăх результатсем кăтартнă. Вăл Раççейĕн тата тĕнчен темиçе хут чемпионкине, Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисен çĕнтерÿçине, тĕнче класлă спорт мастерне - Ханты-Мансийск автономи округĕн спортсмене Г.Бурылована - çĕнтерме пултарнă. Пăшалтан перессипе 100 очкоран 98-шне çĕнсе илнĕ. Çĕртен тытса алă вăйĕпе 107 хутчен çĕкленнĕ. Бурылована кунта вăл 6 очко выляса янă пулин те йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйĕнчен иртме паман, пилĕк километра 13 минут та 4 çеккунтра чупса тухнă. Спорт мастерĕн нормативне 56 очко ирттерсе пурнăçланă.

С.Политов ветерансем хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн Сергей ывăлĕ те япăх мар ăмăртнă, 229 очко пуçтарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;