Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуррине мĕншĕн упрама пĕлместпĕр?

Çуркунне чĕрĕлĕвĕпе çакнашкал кичем ÿкерчĕке курма, паллах, кăмăлсăр. Воспитани çукки, культура шайĕ çав тери пĕчĕк пулни, хамăра, хамăрăн халăха, района хисеплеме пĕлменни, ыттисен ĕçне уяманни - çак сĕмсĕрлĕхе урăх мĕнле ăнлавпа палăртмалла-ши; Ăссăрлăхпа, çăмăлттайлăхпа, киревсĕрлĕхпе, путсĕрлĕхпе... Хамăра цивилизациллĕ халăх теме те иртерех мар-и; Наукăпа техника, информаци технологийĕсем аталанса пыраççĕ, мĕншĕн вара этемлĕх ăс-тăнĕ чыссăрлăхран ниепле те тасалаймасть, культурипе тĕлĕнтереймест;    

Вăрнарти чукун çул вокзалĕ каллех вандал чунлă çынсен киревсĕр ĕç вырăнĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ çулла вăйĕсене ниçта чикеймен çамрăксем кунти вазонсене çĕмĕрсе-аркатса пĕтернĕччĕ. Унччен маларах флагшток çинчи ялавсем «ураланнăччĕ». Халĕ вара путсĕрсем сăваплă вырăнта та иртĕхме именмен - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса лартнă вокзал территорийĕнчи скверта пуçтахланнă. Ĕмĕрлĕх çулăм пьедесталĕ çинчи лампăна тыткăчи качки катса, тăпăлтарса кăларнă. Палăк çинчи салтак кÿлеписен сăррисене юриех хăйпăтнă, тимĕр ялав вĕçĕсене авса пĕтернĕ. Кама кансĕрленĕ вĕсем; Нивушлĕ çак хура чунсен историе хисеплес, вăрçă паттăрĕсене сума сăвас, хăйсене парнеленĕ мирлĕ пурнăçшăн вĕсем умĕнче пуçа таяс пĕр туйăм та çук; Кĕçех - Аслă Çĕнтерÿ уявĕ: çĕнтерÿçĕ-ăру умĕнче намăса пĕлесчĕ хăть!

Кашнин çумне, паллах, хурал лартаймăн. Анчах çынсен культура тени пулмалла пек-çке. Выльăхсене те тирпейлĕхе вĕрентме пулать те, нивушлĕ этеме - çук; Чукун çул вокзалĕн территорине «куçланă» хыççăн тем иккĕлентерет. Перрон çинчи саксен хăмисене час-часах тăпăлтараççĕ иккен - юсаса кăна çитер. Иккĕшне «списать» тума та тивнĕ: хăмасăр хăварнă кăна мар, вĕсен чул-урисене те аркатнă. Перронăн эрешлĕ тимĕр картисем унта-кунта «хура куçланнă», пĕр çĕрте акă пĕр секцине вуçех хăйпăтса кайнă. Сăмахсăрах - юриех хăтланнă.

Кĕçтекен алăсемшĕн тимĕре çĕмĕресси те ним мар та, электричество ламписем пирки каламалли те çук. Тем çÿллĕшĕнче вырнаçнă пулин те эрешлĕ плафонсем чылай çĕрте çĕмрĕк...

- Пĕлтĕр вокзала кĕмелли алăк кантăкĕсене çĕмĕрчĕç, ăна юсама станци пуçлăхĕн хăй укçине кăларса хума тиврĕ,- пĕлтерет территорие тирпейлесе тăракан арçын.

Кăçал ак тепĕр алăк «куçне» сиплеме тивет. Айăккинчине. Чулпа персе чÿречене шăтарса ватни çитмен, унта темтепĕрсем чĕркелесе тултарнă. 

Хура чунлă çынсем фойере те сахал мар сиен кÿнĕ. Стена колоннисен мрамор плиткисене тапа-тапа уйăрнă, çутă плафонĕсем час-часах вандалсен мăшкăлĕ пулаççĕ, пушар сигнализацийĕн коробкисене аркатнă, çăра шăтăкĕсене шăрпăксем чиксе тултараççĕ...

Хамăра валли тунă хăтлăх, канлĕх, илемлĕх çине лач! сурни мар-и çаксем - урăхла калама нимĕнле те чĕлхе çаврăнмасть. Вокзал - поселкори чи хăтлă культура вырăнĕ, килен-çÿрене илĕртекен, район, эпир мĕнле пурăннине çутатакан тĕкĕр-çке. Путсĕрсене нивушлĕ нимĕнле те пăркăчлама çук;! Обществăна аркатакан чи хăрушă пулăма - вандализма - мĕнле чармалла; Пулас ăрусем çак юхăма пуçĕпех «путас» хăрушлăх пысăк-çке. Пĕлес килет: культура пуянлăхĕсене аркатакансене кама та пулин явап тыттарнă-и; Пĕр-ик ушкăн йĕрке хуралçисен аллине лексен, ыттисем пуçтахланма пăрахĕç те ĕнтĕ. Ăçта вĕсен çирĕплĕхĕ, аслисен ырă тĕслĕхĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсен тивĕçлĕ воспитанийĕ; Мĕншĕн алхаснине кура тăркачах çамрăксене вĕрентсе асăрхаттарма пăрахрăмăр; Куç умĕнче ĕçеççĕ, çĕмĕреççĕ, аркатаççĕ - пурте курмăш пуласшăн. Анчах капла мĕн патне çитсе тухăпăр; Пурнăç ишĕлчĕкĕ патне мар-и; Чи хăрушши - чун ишĕлчĕкĕ патне... 



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;