Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тин туяннă телефон юсавсăр пулсан

Мартăн 15-мĕшĕнче общественность потребительсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă турĕ. Чăн та, ку тытăмра тимлекенсен ĕç сахал мар. Хальхи вăхăтра та акă Чăваш Республикинчи потребительсен прависене тата çынсен ырлăхне хÿтĕлессине асăрхаса тăракан федераллă службăн Канаш хулинчи территориллĕ пайне граждансен  прависене пăсни çинчен пĕлтернисем чылай килсе тăраççĕ. Вĕсенчен ытларахăш пайĕ кĕсье телефонĕсемпе çыхăннă. Пĕлетпĕр, ку тавар çине гаранти вăхăтне 12 уйăх параççĕ. Енчен те потребитель телефон юсавсăррине палăртсан, ăна улăштарма е гаранти юсавне пама пултарать.

Ытларах чухне туянакан, чăн та, юсавсăр тавара каялла лавккана тавăрать, сутуçă вара юсама ярать (тавара улăштарса памаллине е укçине тавăрмаллине палăртма эксспертиза ирттерме сĕнсен тĕрĕсрех пулсан та). Ку тапхăрта юсавсăр тавара урăххипе улăштарма е унăн хакне каялла ыйтма юрать, анчах экспертиза хыççăн кăна. «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, экспертиза ирттересси - сутуçăн тивĕçĕ. Енчен те тавара улăштарас тесен, претензи çырса памалла. Ун пек тумасан сутуçă хăй кăмăлĕпе йышăну тăвать.

Техника тĕлĕшĕнчен кăткăс тавара (кĕсье телефонĕсем те ку ушкăна кĕреççĕ) туяннă хыççăн, хăть мĕнле кăлтăк тупăнсан та, 15 кун хушшинче улăштарма е уншăн тÿленĕ укçана тавăрма ыйтма право пур. Анчах хăш-пĕр сутуçăсем тавара çак вăхăта юсава яраççĕ, çапла майпа çÿлерех асăннă саккунăн 18-мĕш статйине пăсаççĕ. Мĕншĕн тесен потребителĕн хăйĕн мĕн тумаллине суйламалли ирĕк пур.

Ку саккунăн 20-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, таварта тупăннă кăлтăксене чи нумаййи те 45 кунра пĕтермелле. Палăртнă вăхăт иртсе кайсан ăна улăштарма е хакне туллин тавăрма ыйтмалла.

Пĕлтĕр çакнашкал тĕслĕх пулнăччĕ. М.(Канашра пурăнаканскер) 10 пин тенкĕне яхăн тăракан телефон туяннă. Анчах тепĕр уйăхранах вăл ĕçлеме пăрахнă. Паллах, телефона лавккана тавăрнă, экспертиза хыççăн кăлтăкшăн туянакан яваплă тесе ăна тÿлевлĕ майпа юсама сĕннĕ. М. сутуçăсен çак йышăнăвĕпе килĕшмен, телефона лайăх пахалăхлипе улăштама ыйтса претензи хатĕрлесе çырнă. Суту-илÿ вырăнĕнче унăн ыйтăвне хирĕçлесен, хĕрарăм чăнлăх шыраса суда тавăçпа тухнă. Суд йышăнăвĕпе тепĕр хутчен экспертиза ирттернĕ, сутуçăран тавар хакне, мораль тĕлĕшĕнчен компенсаци шыраса илнĕ, тепĕр хутчен ирттернĕ экспертизăшăн та тÿлеттернĕ.

Çавăнпа та сутуçăсемпе туянакансене «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккуна çирĕп пăхăнма, пĕтĕм ыйтусене пĕр-пĕрне ăнланса, лăпкăн - суда çитермесĕр - татса пама сĕнетпĕр.

Енчен те, тавар туяннă май, сирĕн правăна пăсрĕç-тĕк, çакăн çинчен Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Канашри территориллĕ пайне пĕлтерме пултаратăр. Пирĕн адрес: Канаш хули, Чкалов урамĕ, 2-мĕш çурт.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;