Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Типĕ курăк, кăвайтсем - инкекĕн тĕп сăлтавĕсем

 Ăшă кунсем çитрĕç те пурте тавралăха тирпей-илем кĕртме пикенчĕç. Хамăр тавра хăтлăх пулни лайăх-ха, çакна ырламалла кăна. Анчах пĕлтĕрхи хыт-хурана, çÿп-çапа çунтарма чĕртсе янă кăвайтсем унта та кунта ялкăшма пуçларĕç.  Темшĕн-çке вĕсене хăйсем тĕллĕн пăхса тăмасăр çунтарса хăвараççĕ. Капла çулăм чĕлхисем типĕ курăкпа куçса сарăлас е çилпе вăй илсе  çурт-хуралтăсене «тапăнас» хăрушлăх та пур. Тата çураки вăхăчĕ пуçланса пырать те, пушарсен шучĕ яланхиллех хăвăрт ÿссе кайрĕ. Тĕрĕссипе çуллен тенĕ пекех çак тапхăрта  шар куратпăр, çапах тимлĕрех пулма вĕренейместпĕр.  Пахчасемпе уй-хирти типĕ курăка, хыт-хурана çунтарма пуçлаççĕ те, ирĕклĕн алхасакан вут-çулăм вăрмансене пысăк лаптăксенче тĕп тăвать, çуртсенчен кĕл купи кăна хăварать...

Хамăр районтах, акă, пахчасене  кĕреçе-кĕрепле йăтса йĕркеллĕн ĕçлеме тухаймарăмăр, пушарсем вара хăйсене кĕттермерĕç - кану кунĕсенче умлăн-хыçлăн дача çурчĕсем çунчĕç. Тĕпрен илсен, çÿп-çаппа тип курăка çунтарнă чух хăрушсăрлăх йĕркине пачах пăхăнманран. Çак сăлтавпа  пушар сÿнтерекенсен вырсарникун 4 хутчен тĕрлĕ вырăна васкавлăн тухса кайма тивнĕ. Чи малтанах «Мир» коллективлă пахчара тĕлкĕшекен типĕ курăкран вут-çулăм дача çурчĕсем çине куçнă, вĕсенчен иккĕшĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă, виççĕшĕ сиенленнĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак - 15 пин тенкĕ енне. Çапла майпах «Юпитер» коллективлă садра тухнă пушар 20 ытла çурта тĕп тунă. Вут-çулăм хăрушă алхаснăран тепĕр кунне те, тунтикун, кунта тĕтĕм шăрши кăна тăратчĕ, хăш-пĕр çĕрте кăвар та тĕлкĕшкелетчĕ.

Çав кунах «Свет» хуçалăхăн аркăллă склачĕ хыпса илнĕ. Пушар хальлĕхе тупса палăртман çынсем çулăмпа асăрханусăр пулнăран пуçланнă. Çурт кĕске вăхăтрах çунса кайнă.

Çурхи-çуллахи  тапхăр пуçланнă-пуçланман «хĕрлĕ автан» хаяр ашкăна пуçларĕ те, хамăра çăмăлттайла тытма пăрахмасан, шăрăх кунсенче мĕн курăпăр. Çавăнпа пурне те пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Çÿп-çап тата тип курăка çунтарнă чух кăвайтсене  мĕн сÿничченех пăрахса ан хăварăр, вĕсене çурт-хуралтăсем çумĕнче ан чĕртĕр. Ялсенче, коллективлă пахчасенче пушар тухсан çынсене пĕлтермелли сасă хатĕрĕсем кирлĕ, саппас шыв яланах ал айĕнче  пулмалла.

Пытарма кирлĕ мар: хуçалăхсенчи фермăсемпе тĕрлĕ çуртсем çывăхĕнче те чылай çĕрте тем çÿллĕш хыт-хурапа пĕлтĕрхи çумкурăк «ашкăрса» ларать. Çулăм вĕсене çулса илчĕ-тĕк, кайран тăкакĕсене шутласа пĕтереймĕр. Çавăнпа та хуçалăхсен ертÿçисене çакна уйрăм тимлĕхе илме сĕнетпĕр. Кĕтÿ çÿретмелли вырăнсемпе уй-хирсене те чĕртсе ярса тасатнине тăтăшах курма пулать. Анчах çак ĕçе пурнăçличчен, тĕрĕссипе, малтан сарлакăш-тăршшĕпех сухаласа тухмалла, уйрăмах посадкăсемпе вăрмансем çывăхĕнче. Тата аслисем кăвайт чĕртнине е курăк çунтарнине курса ачасем те алла шăрпăк тытма пултараççĕ. Çавăнпа ачасене япăх тĕслĕх ан кăтартăр, ку ĕçсене ан хутшăнтартăр.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр: хуçалăх ертÿçисен тата хула-ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен  çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе çине тăрса тимлемелле, граждансен те яваплăха туймалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;