Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрмансене упрар

«Вăрнар лесничестви» патшалăх учрежденийĕн вăрмансене хÿтĕлес тата упрас тĕлĕшпе тимлекен инженер

 

 

«Вăрнар лесничестви» патшалăх предприятине Калининăри, Авруйĕнчи, Вăрнарти участок лесничествисем кĕреççĕ. Палăртмалла, Çарăклăри участок лесничестви Вăрнарти участок лесничествин тытăмне кĕрет. «Вăрнар лесничестви» патшалăх предприятийĕнчи вăрмансен лаптăкĕ - 33174 гектар. Вăрманта юр ирĕлме тытăннă вăхăтран кĕрхи çумăрлă çанталăк пуçланиччен (е юр çуса лартиччен) çак ĕçсене тума юрамасть:

- лăсăллă хунав вăрмансенче, йывăç ÿкнĕ вырăнсенче, вутă хатĕрлесе хунă çĕрте, касмалли вăрмансенче, курăк типсе ларнă вырăнсенче кăвайт чĕртме*

- çунакан шăрпăка, пирус тĕпне вăрманта пăрахма*

- çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе ислетнĕ япаласене вăрманта хăварма.

Вăрман каснă вырăнсене вăхăтра тасатманни пушар тухас хăрушлăха ÿстерет. Тата çакна асра тытмалла: хăварнă тĕш йывăç (древесина) çинче çанталăк ăшăтма тытăнсан сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкăсем ĕрчеççĕ, кăмпаллă чирсем аталанаççĕ. Вĕсем кайран сывă вăрмана куçаççĕ.

Вăрман хатĕрленĕ чухнех тĕш йывăçсене тасатмалла. Ĕçе пурнăçланă вăхăтра уйрăм харпăрлăхçăсен те, предприяти-организацисен те пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Çак правилăсемпе килĕшÿллĕн çул-йĕр организацийĕсен автоçул, чукун çул тăрăхĕсене çÿп-çапран, типĕ йывăçсенчен, вĕсен тураттисенчен тасатмалла. Электропередача тата çыхăну линийĕсем пур вырăнсене лайăх пăхса-асăрхаса тăмалла.

Вăрнар район администрацийĕн ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче тунă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн типĕ курăка, çÿп-çапа çунтарма юрамасть.

Çурхи уявсене час-часах вăрмансенче ирттереççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă, тимлĕ пулмалли çинчен манмалла мар. Тепĕр тесен сывлăш температури хăпарнипе те пушар сиксе тухма пултарать. Вут-çулăм аташма пуçларĕ-тĕк васкасах вырăнти администрацие е лесничествăна пĕлтерĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;