Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Волейбол ăстисем те Президент Кубокне çĕнсе илчĕç

Шкул ачисен спартакиади йĕркипе Чăваш ен Президент Кубокĕшĕн кăçалхипе вунпĕрмĕш хут иртекен ăмăртăвĕсенче кăçал волейболистсем те палăрчĕç.

Командăн тĕп шăнăрĕ - Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсем: Андрей Алексеев, Александр Захаров, Василий Мышкин, Григорий Феофанов, Сергей Шашков, Игорь Шашков. Çавăн пекех районăн пĕрлештернĕ командишĕн Кульцав шкулĕнчи Александр Михайловпа Юрий Аверкин, Калининăри Александр Спиридонов вылянă.

Финалта çамрăк волейболистсем  Муркаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи шкулсен командисемпе тĕл пулнă, пĕрремĕшсене 3:1, иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсене 3:0 шутпа парăнтарнă. Çапла вĕсем спартакиада историйĕнче волейболпа пĕрремĕш хут Президент  Кубокне тата Диплома çĕнсе илнĕ.

Çак çитĕнÿре тренерăн - Çĕрпелти шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн Иван Петрович Николаевăн - тÿпи пысăк. Вăл хăй те спорта пуçĕпех парăннă, тĕрлĕ ăмăртусене хаваспах хутшăнать. Тренер ĕçне укçалла мар, чунĕ ыйтнипе пурнăçласа пырать. Командăна хатĕрлеме ăна шанни те ăнсăртран мар. Кăçал çĕрпелсем шкулсем хушшинче спортăн ку тĕсĕпе чемпионсем пулса тăчĕç.

Тренер пĕрлештернĕ командăпа эрнере пилĕк хутчен тренировкăсем ирттернĕ. Ăнăçăвĕ - куç умĕнче. Команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, спортсменсем вара уйрăм титулсене тивĕçнĕ: Г.Феофанов - чи лайăх пас паракан, В.Мышкин - чи лайăх хÿтĕлевçĕ, А.Михайлов - чи лайăх тапăнса вылякан.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться
;