Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуран çÿрекенсем те, водительсем те айăпа кĕреççĕ

шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн  ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ милици капитанĕ

 

 

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта районти çулсем çинче пилĕк инкек пулса иртрĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ çуран çÿрекенсене таптанипе çыхăннă. Шăпах çакă питĕ пăшăрхантарать те. Ку инкексенче, шел те, пĕр çын вилнĕ, виççĕн суранланнă.  Çÿлерех асăннă тĕслĕхсенче иккĕшĕнче - çул çине тухнă çынсем хăйсем, тепĕр иккĕшĕнче водительсем айăплă. Çуран çÿрекенсем çине автомашинăпа кĕрсе кайнă тĕслĕхсем, тĕпрен илсен, каçхине тĕттĕм вăхăтра пулнă. 

Январĕн 13-мĕшĕнче, акă, Вăрнарти Карл Маркс урамĕнче  кăнтăрла  пĕр хĕрарăм çывхарса килекен автомашина умĕнчен çул урлă каçнă, çапла майпа урапасем айне лексе суранланнă. Февралĕн 23-мĕшĕнче тепĕр инкек  Вăрнар-Пăртас автоçул çинче çырăннă. Пăртас ялĕ çывăхĕнче ларакан машина хыçĕнчен çул çине 8 çулхи хĕрача чупса тухнă, ун çине тепĕр машина кĕрсе кайнă. Паллах, кунта хĕрачан та, ашшĕ-амăшĕн те айăпĕ пур. Вĕсем те пĕрлех пулнă, анчах тимлĕх пирки маннă.

Мартăн 1-мĕшĕнче  вара каçхине Калинино-Патăрьел-Елчĕк çул çинче  ÿсĕр водитель çул урлă каçакана таптанă. Ку инкек ял тулашĕнче пулса иртнĕ,  кунта çул урлă каçмалли ятарлă вырăн пулман. Мартăн 24-мĕшĕнче  Шупашкар-Сурское çул çинче каллех çуран çÿрекен инкеке лекнĕ. Вăл, çывăхрах çул урлă каçмалли вырăн пур пулин те,  тĕттĕм вăхăтра урăх çĕртен каçнă.

Çуран çÿрекенсем машина айне лексе суранланассине е тата хăрушăрах - вилессине - асăрхаттарас тĕллевпе милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе пĕрле районти çулсем çинче профилактика ĕçне туллин ирттеретпĕр. Кăçалхи виçĕ уйăхра çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсемпе пĕтĕмпе 116 административлă протокол çырнă. Çул урлă каçакансене ирттерсе яманшăн 31 водителе явап тыттарнă. Çак тапхăрта, пĕтĕмĕшле илсен, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн  937 çынна (пĕлтĕр - 664), руль умне ÿсĕрле ларнăшăн 51 водителе явап тыттарма тивнĕ.

Ан манăр:  çул çинчи инкексен сăлтавĕсем ытларах чухне - водительсем  çул-йĕр правилисене пăсни тата  хăйсене тĕрĕс тытманни, çавăн пекех çуран çÿрекенсем тимлĕх çинчен манса пĕрмаях васкани тата çул-йĕр правилисене пĕлменни.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;