Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăшăра пурнас килсен лартăр пластик кантăксем

Владимир Жилкин Вăрнарти «Шанс» пасар территорийĕнче пластик конструкцисем тăвакан цех уçнă.  

Интерьер дизайнĕнче чÿречесем яланах паллă вырăн йышăннă. Килти е офисри хăтлăх вĕсенчен те нумай килет-çке! Паян вара кантăксен тĕнчи çав тери хăюллă идейăсемпе тыткăнлать. Хальхи чÿречесем кун çутипе çителĕклĕ тивĕçтереççĕ кăна мар, ăшă тытнипе, хăтлăхĕпе, çилтен тата тулашри сасăсенчен сыхланипе илĕртеççĕ.

Сăмах, паллах, пластик чÿречесем пирки пырать. Юлашки çулсенче вĕсемпе архитектура конструкцийĕсенче, строительствăра анлă усă курма тытăнчĕç. Уйрăм çынсем те аякра юласшăн мар - çĕнни, пахалăхли вĕсене уйрăмах кăсăклантарать.

Кунашкал кантăксене сĕнекен компанисем халĕ йышлă, анчах продукцие урăх хуласенчен кÿрсе килнĕрен, вĕсем самай хаклăрах кайса лараççĕ. Çавăнпа та вулакансене тÿрех савăнтарас килет: Владимир Иванович Жилкин уйрăм предприниматель пуçарса янипе халĕ пластик кантăксене Вăрнартах ăсталама тытăнчĕç. Паллах, вăл хакĕпе те уйрăлса тăрать - таçтан кÿрсе килекеннисенчен палăрмаллах йÿнĕрех.

Анчах йÿнĕрех тени пĕрре те пахалăхĕ пĕчĕк пулнине пĕлтермест. В.Жилкин хăйĕн производствинче нимĕçсен технологийĕпе хатĕрленĕ BRUSBOX маркăллă ПВХ профильсемпе усă курать. Çак пахалăхлă, лайăх авăнакан материл хăш-пĕр параметрĕсемпе ют çĕршыв производителĕсен тĕслĕхĕсенчен те иртет. Вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса, нимĕнле сиенлĕ япала та кăлармасть, вуншар-вуншар çула чăтать, ăшă тытать, ирĕкри сасăсене витĕр ямасть.

BRUSBOX профильсен системи тĕрлĕ архитектура проекчĕсене те пурнăçа кĕртме май парать, çанталăкăн кирек хăш вăхăтне те чăтăмлă.

В.Жилкинăн пластик чÿречесем, алăксем, откоссем туса кăларакан цехĕ «Шанс» рынок территорийĕнче вырнаçнă. Клиент кăмăлĕпе вĕсене кирек мĕнле формăпа та туса пама пултараççĕ. Çитменнине, кантăк янаххишĕн, хушма материалсемшĕн хушма укçа тÿлеттермеççĕ. Клиентсен канлĕхĕшĕн специалистсем кантăк-алăк конструкцисене вырăна тухса виçеççĕ, заказ илнĕ хыççăн тепĕр куннех ăна пуçтарма тытăнаççĕ. Хатĕр продукцие киле е офиса çитиех кÿрсе тата вырнаçтарса параççĕ. Çакă вара - пĕтĕмпех   тÿлевсĕр.

Владимир Иванович Вăрнарта пуринчен малтан пластик конструкцисен производствине ĕçлеттерсе ячĕ кăна мар, районта пурăнакансен тупăшне кура скидкăсен системине те йĕркелерĕ. Çакă уйрăмах ял çыннишĕн лайăх-çке! Тепри тем пек пластик кантăксем лартас тесен те чăнах та укçана курттăмăн кăларса хураймасть, уншăн тапхăрпа тÿлени темрен те паха. Çавăн пекех пенсионерсем валли те çăмăллăхсем пур.

Пластик конструкцисем хатĕрленĕ çĕрте ăста специалистсем тимлеççĕ. Чÿречесем, алăксем, откоссем ăсталанисĕр пуçне вĕсем балконсене кантăксем лартаççĕ, ăшă тытмалла тăваççĕ.

Енчен сире ăшă та хăтлă хваттерте, çуртра пурăнма килĕшет-тĕк,

Енчен те эсир шăплăха тата тасалăха юрататăр-тăк,

Енчен те хĕлле шăннă кантăксем витĕр пăхас килмест-тĕк,

Енчен те сире рамăсем хушшинче пуçтарăнакан тусан тарăхтарчĕ-тăк - сирĕн пĕр сăмахсăрах  BRUSBOX линийĕн чÿречисене вырнаçтармалла. Вĕсене «Шанс» рынокри 5-мĕш павильонра ăсталаççĕ. Специалистсене çавăн пекех 8-961-347-31-61 номерпе чĕнсе илме пулать. Вĕсем сире кирлĕ сĕнÿсемпе пулăшĕç, вăл е ку формăна суйлама пулăшĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;