Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕнесе вĕлернĕ

РФ Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн  районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн следователĕ

 

 

Çынсене вĕлернипе çыхăннă  преступленисене тишкернĕ май вĕсен тискерлĕхĕ тĕлĕнтерме пăрахмасть. Пĕр этем теприне шеллеме пĕлмесĕр чун тухиччен хĕнет, çĕçĕпе чикет, пăшалпа перет...- ăс-тăнлă çынсем мар, тискер кайăксем тейĕн.

Мартăн 23-мĕшĕнче акă Вăрнарти Мелиораторсен урамĕнчи пĕр хуçалăхри мунчара кил хуçин виллине тупнă. Вăл хăй тĕллĕн вилменни, ăна такам «пулăшни» тÿрех курăннă. Çавна май РФ Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕ ку тĕслĕхпе РФ Уголовлă кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви ĕçĕсем вăхăтĕнче ку тискерле ĕç  чăннипе мĕнле пулса иртнине уçса пама май килнĕ. Мартăн 22-мĕшĕ умĕнхи каçхине В. патне унăн пĕлĕшĕ И., ÿсĕрскер, килнĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче хутшăнусем кăмăллах пулман та, иккĕшĕ вăрçăнса кайнă. Хăй мĕн тунине аван ăнлансах, сывлăха йывăр сиен кÿнине пĕлсе тăрса, И. кил хуçине пуçран çапса урайне ÿкернĕ, выртаканскере тĕрлĕ вырăнтан тапма-çапма пуçланă. Урса кайнă арçын (çын теес килмест те...) В.-на тарса хăтăлма май памасăр енчен-енне пăрахнă, кайран строительство шпателĕпе темиçе хутчен те пуçран тивертнĕ. Киревсĕр ĕçне малалла тăсса, хăна çывăрмалли пÿлĕме кĕрсе кайнă, сĕтел çинчен кĕсье телефонĕ, çăра уççисен çыххисене илнĕ. Кил хуçине сахал мар хĕн кăтартнă пулин те, çакăн хыççăн та лăпланман ирсĕр, В. патне тепĕр хутчен пынă та çурăмран пĕтĕм вăйран тапнă. Кил хуçин суранĕсене каласа пĕтерме çук: унăн пуçне те, кăкăр кăшкарне те йывăр амантнă, шалти органсене те сиенлетнĕ, пуçа юн кайнă, кăкăр тата аяк шăммисем хуçăлнă... Ытла та хăрушă хĕнесе пĕтернĕрен арçын кăшт вăхăт иртсен вилнĕ.

Вăрнар район сучĕн йышăнăвĕпе И.-не судчченех хупса лартнă, РФ Уголовлă кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче палăртнă преступлени тунă тесе айăплав тăратнă. Следстви ĕçĕсем вара малаллах пыраççĕ. Сăмах май, çÿлерех асăннă преступление И. хăйĕн тĕлĕшпе мировай судья  пĕлтĕрхи октябрĕн 28-мĕшĕнче палăртнă тĕрĕслев тапхăрĕнче пурнăçланă.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;