Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ХАЛĂХПА ТĔЛ ПУЛНĂ

      Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăнса, республикăри тата районти влаç органĕсенче ĕçлекенсем Вăрнар поселокĕнчи предприятисемпе организацисен коллективĕсемпе, çавăн пекех ял çыннисемпе ĕçлĕ калаçусем ирттернĕ.

Малтанах район пуçлăхĕ А.Кузьмин, ЧР Çыхăну тата информаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ С.Захаров тата «Советская Чувашия» хаçат» патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй  директорĕ-тĕп редакторĕ А.Соловьев «Раççей почтин» Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрнарти почтамчĕн, линипе техника çыхăну участокĕн, район администрацийĕн коллективĕсемпе тĕл пулнă. Унтан А.Кузьминпа С.Захаров Çарăклăри культура çуртĕнче тĕл пулу ирттернĕ. А.Соловьев районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче тата типографире ĕçлекенсем патĕнче пулнă. Хыççăн Африкан Германович Çĕрпеле çитнĕ - ял çыннисемпе, учительсемпе тата кăçал вăтам шкул пĕтерекенсемпе тĕл пулса калаçнă.

Ярмушка ял поселенийĕнче пурăнакансем ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пуçлăхĕн заместителĕпе С.Ивановапа, район пуçлăхĕн заместителĕпе Н.Петровпа, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр пуçлăхĕпе Р.Евсеевăпа тĕл пулнă.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче çĕкленĕ çивĕч ыйтусене татса пама тивĕçлĕ органсене çитереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;