Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пысăк тăкак кÿнĕ

Апрелĕн 15-мĕшĕ умĕнхи  каçхине  Вăрнар райповĕн Мăн Турхан  ялĕнчи лавккинче вăрăсем хăйсен  киревсĕр ĕçне пурнăçланă. Усал шухăшлă çынсем каç пуласса анчах кĕтнĕ тейĕн, ют пурлăха çаратас тĕллевпе лавкка патне çитнĕ. Çакскерсем чÿрече кантăкне çĕмĕрнĕ, решеткене касса татнă та кантăк урлă шала кĕнĕ. Вĕсем лавккаран пĕтĕмпе 10 пин ытла тенкĕлĕх (хальхи вăхăтра тăкак виçине тĕрĕс палăртассипе тимлеççĕ)  таварпа пурлăх йăтса тухнă. Йĕрке хуралçисем ку киревсĕр ĕçе тума пултарнă çамрăксене тытса чарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;