Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Воркутана вăркăнтăм...

Уралпа Çĕпĕр енче çÿренĕ-ха эпĕ. Çерем çĕтме те çÿренĕ («Çĕнтерÿ çулĕнче» çырса кăтартнăччĕ). Ку тĕл пулу вара тепĕр хут чĕрене хускатса шухăша авăрларĕ. Катара ĕçлесе çÿренĕ хыççăн отпуска пĕр-ик эрнелĕхе тăван яла, Мăньял Хапăса, таврăннăччĕ. «Тĕнче хĕрринчен Малти Ишеке сирĕн тăванăр Геннадий персе çитнĕ», - пĕлтерчĕç Нурăс пасарĕнче. Гена ман куккан Гурий Никитчăн ывăлĕ пулать, шутсăр инçетри Çурçĕрте ĕçлесе пурăннă. Çак кунах пирĕн килте хăнара анне шăллĕ Перьм хула прокурорĕ Иван Никитч пулчĕ.

- Çапла тăвăпăр, - терĕ вăл. - Геннадий Гурьевич Шупашкарта хваттер туяннă. Тăвансем пурте ун патĕнче пухăнар. Калаçса ларăпăр, хваттер «çăвăпăр».

Капăр тумланса тĕп хулана тапрантăмăр. Çула май Маркел пичче патне кĕтĕмĕр. Вăл Генăпа пĕрле Йăрар çырмисем тăрăх пайтах чупнă, йăпăлтак сăптăрнă. Пĕр-пĕрне пурте хапăл. Ватă кукки, Иван Никитч, тамада вырăнĕнче. Вăл Тăван çĕршыв Аслă вăрçин ветеранĕ. Çĕнтерÿ кунне Германири Потсдам хулинче кĕтсе илнĕ. Маркел пичче çар хĕсметĕнче Сахалинра тăнă. «Поронайка шывĕнчен çуршар пăт таякан кета е горбуша пулăсем туртса кăлараттăм», - тет. Геннадий Гурьевич Поляр унки леш енче «Ÿпасемпе кĕрешнине» аса илсе мухтанать. Маншăн пулсан, Урал леш енче Конда поселокне гуманоид курма кайни куç умне тухрĕ. Çăвар уçма вăтанатăп-ха...

- Эх, Володюшка! - йĕкĕлтесе кулкалаççĕ манран. - Сарлака çĕршывăмăра ăна лайăхрах пĕлес пулать! Яш чухне курса çÿремелле. Эс вĕт - строитель, электрик-энергетик, радист-радиотелеграфист, машина-трактора, моторсене аван пĕлетĕн, геологсемпе çÿренĕ. Ялта пăчăхас тетним; Ĕçле, тĕрĕсле хăвна авланиччен!.. Эпир çитмен вырăнсене çитсе кур!..

- Тундрăра сан вырăну, геофизиксемпе геологсем хушшинче, - тет Геннадий пичче. - Нухратне çăпатапа турттармасан та, çут тĕнчепе паллашатăн. Маркел пичче Камчаткăпа Чукоткăра пулманшăн ÿкĕнет.

Мана çула вĕслетнĕ тĕл пулу пулчĕ çавă. Геннадий Гурьевич тыттарнă адреспа Воркутана тухса вĕçтертĕм. Çурçĕр... Мускавра шăрăхпа аптăранă хыççăн Печорăна çитес чух икшер утиял витĕнме тиврĕ. «Сивĕ шатрипе» чирлесе шăл шаккатпăр.

Воркута Урал тăвĕн кукринче, Югор çурутравĕн кăнтăр пайĕнче, Уса шывĕн çурçĕр тÿремлĕхĕнче вырнаçнă. «Упа кукри» теççĕ вырăнтисем.

Çитнĕ кунах Рудникре геофизиксен çуртне шыраса тупрăм. «Самолетпа, вертолетпа вĕçме юрăхлă», - терĕç медкомиссире. Усара виçĕ кун харăс шыва кĕтĕм. Сунасламарăм. Аэродрома виççĕн АН-2-па вĕçрĕмĕр. Чипер тумланнă кĕрнеклĕ çынпа самолет шавне пăхмасăр калаçкаласа паллашрăмăр. Александр Гергольц нимĕçпе вырăсла калаçатпăр. Вĕсен çемйине Çурçĕре 1942 çулта Куйбышев облаçĕнчен янă. Саша ун чух вун пиллĕкре пулнă. Вăл электромеханике вĕреннĕ. Югор çурутравĕнче 1942 çултах шахтăран лашапа çĕр кăмрăкĕ турттарнă.

- Пĕрле ĕçлĕпĕр, - терĕ нимĕç. - Шупашкарта ман йăмăк ĕçлет. Артистка, Роза Хазанзун. Хăнана ун патне пĕрле кайса курăпăр.

Упасемпе тилĕсем самолет айĕн ик еннелле сирĕлсе чупаççĕ. Тăрнасемпе хур кайăксем самолет хыççăн ĕлкĕрсе пырасшăн, ахăртнех, тимĕр кайăка çул пуçĕ вырăнне хураççĕ. Тăватă сехет çурăран Кĕçĕн Çавал евĕрлĕ шыв хĕрне анса лартăмăр. «Сандивей ку, пирĕн аэродром», - терĕç. Геофизиксен станцийĕ пекки. 1964 çулта палăртнăскер. Пире «купи - продай!» сăнлă хаяр çынсем иккĕн кĕтсе илчĕç. Кашкăрла вутлă куçĕпе пĕри мана чутах çисе яратчĕ, çурăм тăрăх сивĕ муклашкасем чупкаларĕç. «Лесные братья» тенине илтнĕ-и;» - терĕç паллашас вырăнне.

- Совет Союзне хирĕç çапăçнă вĕсем, - ăнлантарчĕ каярахпа нимĕç тусăм. - Пĕри латыш, тепри эстонец. Нацистсем. Отряд командирĕсем пулнă. Иккĕшне те кунта ĕмĕрлĕхе янă. Стануăна асăрхаса тытса тăраççĕ. Ухутана çÿреççĕ. Асту, сунарта вĕсен тĕлне ан пул, хам та шикленетĕп. Тундрăра упа хуçаланать...

Аэродромĕ футбол уйĕ чухлĕ çеç. Ячĕ ĕнтĕ. «АН-2», «ЛИ-2» вертолет валли. Пурăнма - балок-вакунсем, çĕр пÿрт-бараксем. Топливо цистернисем лараççĕ. Ĕç вырăнне, Сандивей станцине, тепĕр ик çухрăма, Т-140 тракторпа çуна çине вырнаçтарнă вакунра кайрăмăр. Станци Колвапа Сандивей шывĕсем пĕрлешнĕ сăмсахра вырнаçнă. Радиостанци, электростанци пур. Апат-çимĕç склачĕсем. Çĕр пÿртсем. Ăпăр-тапăр стройматериал... шăп та лăп Аслă Тундра варри ку. Воркутана, Нарьян-Мара, Печорăна кунтан икĕ пин çухрăм ытла. Геофизиксемсĕр пуçне станцире тăватă платник, вездеход водителĕ, тракторист, турчка пек кукăрăлса ларнă комендант пур...

Воркута. Хĕвел тухăç енче Таса тундра, улăпла улăм урисем евĕрлĕ сăрт-ту. Çурçĕрелле - пăсланса çунакан терриконсем, шурă юр, ĕмĕрĕпе ирĕлмен шăн çĕр. Хула урамĕнче икĕ тĕрлĕ çутçанталăк: хĕвел хĕртсе пăхнă енче симĕс çÿçесемпе хурăнсем, хĕвел лекмен енче хĕллехилле çара туратсем. Кунта ниме пăхмасăр чечек, çырла, пахча çимĕç ÿстерме юратаççĕ. Ăслайлисем çĕр улми лартса илме ĕлкĕреççĕ, урпа, сĕлĕ акса тăваççĕ. Хрущев куккурусне те аккаласа пăхнă-мĕн. Лаша, ĕне, сысна усракансем пур. Лашисем шахтăран çĕр кăмрăкĕ турттарма кирлĕ. Автан сассиллĕ балконсем тĕл пулаççĕ...

Воркута хăй таврашĕнчи поселоксемпе шахтăсенчен тăрать: Юнь-Яго,Комсомольский, Пролетарский, Северный,  Воргашор, Рудник, ыттисем. Пирĕн вăхăтра, 1960-1970 çулсенче, хулара 200 пине яхăн çын пурăннă. Уса шывĕ 20-30 метр сарлакăш. Тарăн мар - хам утса каçса пăхрăм. Тĕпĕ пăрлă, яп-яка, хум тĕкнипе шуçтарса ярăнтарать. Хĕвел хĕртнĕ çыранта вĕт чуллă пляж выртать. Хула çакăнти Рудник поселокĕнчен пуçланнă. Поселокĕнче пĕтĕмпех вăрçă çулĕсенчи йывăç бараксем. Çунакан хура чула оленевод ăнсăртран тупнă-мĕн. Ăна Сталин премийĕпе хакланă теççĕ. Шахтăсем уçнă майăн кирпĕч, цемент завочĕсем, аш-пăш, сĕт-çу комбиначĕсем ÿссе ларнă, йывăç тирпейлекен цехсем уçăлнă.

Тундра чухăн çĕршыв мар. Тарăнрах çырмасенчен çав тери çăра туратлă чăрăшсем хăпараççĕ. Тÿрем çĕрте, каскăн çил тулланипе тата шатăр сивĕпе, йывăç тăрăран çаралать. Çĕр çумине çыпçăнса ÿсекен хурăнсемпе çÿçесем чĕркуççинчен çÿлерех хăпараймаççĕ. Вĕсем тăрăх люцерна уйĕнчи пек утатăн. Колва, Сандивей шывĕсене юхса кĕрекен ятсăр шывсемпе çырмасем, улăхсем тăрăх çырла нумай: хĕрли, хури, кăвакки, шурçырли, кĕтмел. Мăк çине кăмпа тухать: хурăн кăмпи (волнушка), шăна кăмпи. Пирĕн патри пекех хуртланаççĕ. Ыхра-сухан - хăть çавапа çул, метра яхăн хăпарать. Тĕлĕнмелле: каçхине çывăрма выртнă чух шап-шурă юр, ирпе пĕтĕм тавралăх симĕс мăклă. Юрпа пĕрле вăрăм туна çăвать. Çырла эрнере чечеке ларать, тепĕр ик эрнерен çимĕçне парнелет. Йывăç-курăк тем вăхăтра вăрă ÿстерсе ĕлкĕрет. Упа нумай. Колва шывĕн хĕвеллĕ енĕнче хĕрлĕ хурлăхан пуçтараттăмăр. Çаврăнса пăх та - ман тулли витрене çамрăк çăмламас шăршласа тăрать. Чăр-чăр пăхать. Эп куçа хупрăм, хытса тăтăм. Чĕре чăшăл тăнă çÿç хушшине сирпĕнсе хăпарчĕ. Упа: юрĕ-çке, атя, ĕçле ĕнтĕ, тенĕн çаврăнса утрĕ, юлашкинчен манран тăрăхланă пек курăнчĕ. Тепĕр виçĕ кунтан хам ĕçлекен электростанци умне тилĕсем пырса тухрĕç. Тăваттăн. Çамрăк йăх. Шикленмесĕр аташаççĕ. Çап-çутă хитре кăвак тĕслĕ. Ваттисем вĕсем - сарă, кукшаллă. Выляса йăлăхрĕç те мăк хушшинче шăши шырама пикенчĕç. Курнă чухне кайăк хурсене, кăвакалсене хăваласа пăхаççĕ. Шап-шурă тундра чанисем ушкăнăн вĕçеççĕ. Вĕсене хăйсем пекех шурă тăманасем тапăнаççĕ. Тытма аван, ансат. Пĕсехисемпе юра çапса-çĕмĕрсе кĕрсе пытанаççĕ те, çиелтен сеткăпа е шăналăкпа витсен, кĕшĕлех пуçтарса илме пулать. Тилĕсемшĕн вĕсем деликатес евĕрлех. Песецсем, хурчкасем, çавăн пекех, тăманасем те, хир чăххишĕн антăхаççĕ. Лутра хурăнпа хăва-çÿçе çийĕн хĕлле çерçирен вĕтĕрех сар кайăксем вĕçсе киленĕç кÿреççĕ. Мĕн çиеççĕ, аллă градус сивве епле чăтаççĕ - пĕлме çук.

Эп семга, сич, хариус, çăрттан тытма килĕштернĕ. Питравра, илемре хура вуплăпа хăналаннă. Вăлтана вĕсем ăмансăрах çакланатчĕç - туртса ларма ан ÿркен. Юхан шыва икĕ эрнелĕхе килеççĕ те таçта тарса çухалаççĕ. Пĕррехинче ку пулла алла иличчен çур сехет муритлентĕм, аран киле çитертĕм. 17 кило тайрĕ. Ушкăнпа виçĕ кун çирĕмĕр. Тундрăри кÿлĕ хĕрне çу каçма пынисем пачки-пачкипе хамса тултаратчĕç, вара Воркутана вертолетпа турттаратчĕç.

Пуринчен ытла асра юлни - комисемпе ненецсен ырă кăмăлĕ. Хăнана ялан тарават. Чĕресĕ-чĕресĕпе сан умна çырла лартаççĕ, чи тутлă шăн пулă (строганина) хураççĕ, çумăнта «çунакан шыв» тупăнсан, каçсах каяççĕ, вĕт-шакăр парнешĕн те ĕмĕр тав тума хатĕр. Тундра çут çанталăкĕпе тасалнă, Инçет çурçĕр çыннисемпе пурăнса курнă çын, ман шутпа, нихăçан та усал ĕç тума пултараймасть. Ку сăмаха эпĕ хамăн тăвансенчен те илтнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;