Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Явап тыттарни те ăс кĕртмен

Эрех ырă туманнине кам пĕлмест. Унăн хăрушлăхне спиртлă шĕвексен ытамне лекнĕ  ĕçкĕçсен çывăх çыннисем - мăшăрĕсем, ачисем, ашшĕ-амăшĕсем - пуринчен ытларах туяççĕ. Арçынсемпе танах хĕрарăмсем эрехе «пăхăнма» тытăнни те сайра мар тĕл пулать, çакă вара питех те пăшăрхантарать. Ăнăçсăр çемьесем, ĕçекен ашшĕ-амăшĕнчен хĕн курса, выçăллă-тутăллă пурăнакан ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчи хирĕçÿсем... - «симĕс çĕлен» япăххине кăна илсе килет.  Çав хушăрах теприсен хуйхипе пуякансем, мул пухакансем те çук мар. Мĕнле майпа тетĕр; Пултаруллă усламçăсем, хăшĕ-пĕрисем «симĕс çĕленĕн» çирĕп ытамне лекнипе усă курса,  вĕсене килтех тĕрлĕ спиртлă шĕвексене хатĕрлесе сутаççĕ. Пытарма кирлĕ мар, поселокра та, ялсенче те çакнашкал килти суту-илÿ вырăнĕсем тупăнаççĕ. Сăмакун е ытти шĕвексене сутакансене йĕрке хуралçисен аллине лексен явап тыттарасси хăратмасть курăнать.

Акă, Вăрнарта пурăнакан Ю. Антонов та, поселокра пурăнакансене килти эрехпе тивĕçтерсе пысăк тупăш курас тенĕ. Çакă саккуна пăсни пулнине аван ăнланнă вăл, анчах пурпĕрех ку ĕçпе çыхланнă. Нихăçан та çакланмастăп тесе шутланă-ши; Çапах та пĕлтĕрхи декабрĕн 17-мĕшĕнче милици ĕçченĕсем Ю.Антонова Чăваш Республикин саккунĕн 16-мĕш статйипе - килте хатĕрленĕ алкогольлĕ шĕвексене, денатуратата тата спиртлă ытти продукцие сутма хатĕрленĕшĕн, сутнăшăн, çавăн пекех сутас тĕллевпе упранăшăн - административлă явап тыттарнă. Сăмах май, пĕр хутчен те мар, çав кунах вăл тепре те лекнĕ. Çакă та вĕрентÿллĕ пулман уншăн. Вăл хăйĕн «услам» ĕçне пăрахман - укçа-тенкĕ кĕсьене чылай кĕрет-çке. Анчах йĕрке хуралçисем ку суту-илÿ вырăнне тимлĕхрен çухатман, тÿрех учета илнĕ. Çапла кăçалхи январь уйăхĕнче те Ю. Антонов сăмакун сутнипе çакланнă. Хальхинче вара ун тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 238-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2009
00:00
Поделиться
;