Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çар çыннисемпе тĕл пулчĕç

        Ярмушка шкулĕнче вĕренекенсем Чăваш Республикинчен тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхне кĕрекен техника наукисен докторне, профессора, çар академийĕн кафедра пуçлăхне В.Я.Архипов полковника, философи наукисен докторне, Мускаври çар университечĕн кафедра пуçлăхне С.И.Музяков полковника, А.А.Шпалов лейтенанта, Рункă ялĕнче пурăнакан А.С.Федоров вăрçă ветеранне сĕтеклĕ çăкăрпа, сипетлĕ шерпетпе кĕтсе илчĕç, шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕç.

Сумлă хăнасем вĕренекенсене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи, чыслă çын пулас тесен ума çирĕп тĕллев лартса ăна пурнăçлама тăрăшмаллине, пурнăçа çар ĕçĕпе çыхăнтарас тесен мĕнле йывăрлăхсем витĕр тухмаллине, пĕлĕве ÿстерсе пымаллине палăртрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2009
00:00
Поделиться
;