Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурхи ырăлăх эрни

       Ытти çулти пекех кăçал та, Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулталăкĕсенче, ака уйăхĕн 18-26-мĕшĕсенче иртекен Раççейри «Çурхи ырăлăх эрни» акцие «Ырă ĕçсемпе - тĕнче культури патне» чĕнÿпе йĕркелеççĕ.

Çурхи ырă пулăм 1997 çултанпа ака уйăхĕн виççĕмĕш е тăваттăмĕш эрнинче уçăлать. Унăн тĕп тĕллевĕ - тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене май пур таран явăçтарасси, ыр кăмăллăх ĕç-хĕлне йĕркелессипе тата ăна право тĕлĕшĕнчен пулăшассипе çыхăннă ыйтусемпе тимлĕрех пуласси. Акцие хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансен юхăмне аталантаракан центр, «Созидание» ыр кăмăллăх фончĕ, РФ Патшалăх Думин общество пĕрлешĕвĕсемпе тĕн организацийĕсен ĕçĕсен комитечĕ, РФ Общество палати ертсе пынипе ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, Çамрăксен хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансен пĕрлĕхĕ йĕркелеççĕ.

Акцие хутшăнакансем сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ* теветкеллĕх ушкăнĕнчи ачасене, вăрçă ветеранĕсене, сусăрсене, ватă çынсене тĕрлĕ енлĕн пулăшаççĕ* халăхăн право культурин шайне ÿстерме тăрăшаççĕ, хÿтлĕх кирлисен юридици ыйтăвĕсене татса пама витĕм кÿреççĕ* экологи хăрушсăрлăхĕшĕн кĕрешеççĕ* вырăнти пĕрлĕхсен ĕç-хĕлне вăйлатма тăрăшаççĕ т.ыт.те. Çак хушăра вĕрентÿ учрежденийĕсенче ырăлăх урокĕсем иртеççĕ, ырăлăх аллейисем лартаççĕ, концертсем, вăйă  программисем йĕркелеççĕ. Çакă паха: Çурхи ырăлăх эрнине республикăри район-хулара пурăнакансем хутшăнаççĕ.

Акцин тĕп проекчĕсем:

- «Ырăлăх хĕрÿ линийĕ»*

- хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакан пĕрлĕхсен республикăри слечĕ*

- вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансем валли педагогика отрячĕсем кану программи йĕркелени*

- «Пĕрлехи çуралнă кун»(тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене пулăшасси).

Çурхи ырăлăх эрнинче граждансем ырă ĕç нумай тăваççĕ, социаллă проектсене пурнăçа кĕртеççĕ. Акцие хутшăнакансен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать: 2004 çулта ун пеккисем 88 пин пулнă, пĕлтĕр вара - 190 пин.

Республикăри районсемпе хуласенче «Пенсин васкавлă пулăшăвĕ» проект ĕçлеме пуçланă. Ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче инвалидсем, аслă ăру çыннисем, пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем «Ырăлăх хĕрÿ линийĕн» номерĕпе шăнкăравласа Пенси фончĕн специалисчĕсене килне чĕнсе илме пултараççĕ. Пенси службин ĕçченĕсем ыйтусене хуравлĕç* документсене хатĕрлеме пулăшĕç* амăшĕн капиталĕн сертификачĕ, соцпакета илме килĕшменни, пенсие çĕнĕрен шутлама тата ытти пирки ыйтса çырнисене йышăнĕç.

Ырă çыннăмăрсем, пирĕн те çак акцие хастар хутшăнасчĕ, ырă ĕçсем тума васкасчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2009
00:00
Поделиться
;