Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аваллăха упрамасăр малашлăх çук

Çарăклăри культура çуртĕнче вырнаçнă музейра куç умне лекнĕ сăн ÿкерчĕксен альбомĕ шăпах çакăн ятлă. Кунашкалли тем тесен те районĕпе те пĕр-иккĕ кăна пулĕ. Ял историйĕ, пурнăçĕ, çынсен кун-çулĕ, тĕрлĕ вăхăтри сăнсем вырăн тупнă унта. Пĕр сăмахсăр, мĕнпур ăрушăн - çав тери хаклă, пĕлтерĕшлĕ асаилÿ тупри.

Çарăклăсем музей пуçтарассипе нумай çул тимленĕ. Ку ĕçе культурăн унчченхи ĕçченĕсем сумлă тÿпе хывнă. Аваллăх кĕтесне кăна хальхилле йĕркелемен. Сăлтавĕ те пулнă - сивĕ клубра  камăн ĕçлес кăмăл пултăр; Халĕ, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ хыççăн,   культура çурчĕн «иккĕмĕш сывлавĕ» уçăлнă тейĕн. Тăрăшулăх та, пуçарулăх та тÿрех ÿснĕ. Юсав ĕçĕ вăхăтĕнче тусан çăтса выртнă экспонатсем те халĕ акă хăйсен вырăнне мăнаçлăн вырнаçнă.

Культура çурчĕн ĕçченĕ Альбина Петровна Спиридонова вĕсемпе кăмăлласа паллаштарать. Кашни кĕтес - историн уйрăм тапхăрĕ. Акă - авалхи чăвашсен кил-çуртра, йăлара усă курнă япалисем. Хăй вăхăтĕнче вĕсем паянхи пысăк хăватлă электрочайниксене, армансене, тимĕр пичкесемпе электростроительство оборудованийĕсене пĕтĕмпех улăштарнă. Мăн асатте-асаннесем хăйсем ăсталанă япалисемпех çĕр çинче пысăк тухăç илме пултарнă.

Тепĕр кĕтесри экспонатсем Совет тапхăрĕпе çыхăннă. Альбина Петровна вĕсем уйрăмах ачасемшĕн кăсăклă пулнине калать. Ара 10-15 çул каялла пуянлăх шутланнă «Рекорд» йышши тĕссĕр телевизорсене, тем пысăкăш радиоприемниксемпе проигрывательсене урăх ăçта курма пултăр; Халĕ ватă çынсем те çĕнĕ йышши техникăпа усă кураççĕ те. Çÿлĕк çинче вырăн тупнă горнсемпе барабансем, пионери вăхăтĕнчи ытти япаласем историе кĕрсе юлнă ача-пăча юхăмĕ çинчен ăнлантараççĕ.

Çарăклă тăрăхĕнче тĕрĕ, алă ăстисем нумай. Ав Волонтер ялĕнче пурăннă Аврора Кирилловна Спиридонован тĕрленĕ алшăллийĕсем, вырăн хатĕрĕсем, чăвашсен тумĕсем, кавирĕсем музея мĕнлерех илем кÿреççĕ!

Çак музея пĕтĕмпех поселок халăхĕпе пуçтарнă. Çарăклăсем историшĕн пĕлтерĕшлĕ, килес ăрусемшĕн кăсăклă япаласене кунта пани çав тери пархатарлă. Музейра пулнă хыççăн вĕсем кунта тата та çĕнĕ экспонатсем парнелессине пĕлтернĕ.

Музей ертÿçин Альбина Спиридонован та ĕçлемелли пур: кашни экпсонат айне ячĕсене çырса тухмалла, ачасене историе хисеплеме вĕрентмелле, экскурсисем йĕркелмелле.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2009
00:00
Поделиться
;