Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăнара – ветеран

       Туçи Çармăс шкулĕсенче вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттереççĕ. 5, 6-мĕш класс ачисем патĕнче акă Туçи Çармăс ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Валериан Андреевич Андреев пулчĕ.

Валериан Андреевич вăрçă вăхăтĕнче нушаллă ачалăхĕ пирки хурланса каласа кăтартрĕ. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă пирки амăшĕ тăватă ачине пĕччен ÿстерсе ура çине тăратма тивнĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Хуçалăхри пĕтĕм арçын ĕçĕ Валериан Андреевич çине тиеннĕ.

Вăл мĕн пенси çине тухичченех колхозра шоферта ĕçленĕ. Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Хисеп грамотисем, медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Валериан Андреев 80 çула çитсе пырать пулсан та хăй шкулта вĕреннĕ сăвăсене халĕ те манман. Çемен Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмине пăхмасăр вуласа пачĕ, ачасене ăс-тăнĕпе тĕлĕнтерчĕ.

Юлашкинчен ачасене шкулта лайăх вĕренме, çĕр шыва кирлĕ çынсем пулма сĕнчĕ. Шкул ачисем тĕл пулура ырă туйăмсемпе саланчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2009
00:00
Поделиться
;