Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп ыйтура - сывă пурнăç йĕрки

       Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕлĕхсем те, улшăнусем те чылай. Ярмушка шкулĕнче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ йăлана кĕнинчен урăхларах иртрĕ. Класс ертÿçисем вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса тĕрлĕ вăйăсем, ăмăртусем ирттерчĕç, ачасен шкулти пурнăçĕпе, вĕренĕвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Ялти пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕ И.В.Отрыванова ашшĕ-амăшĕн ачасемшĕн тĕслĕх пулса сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли çинчен каларĕ.

Пухура çул çитменнисемпе ĕçлекен районти комисси секретарĕ Л.С.Маркова, шалти ĕçсен районти пайĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Д.Б.Семенова, районти тĕп больницăри профилактика пÿлĕмĕн ертÿçи М.Н.Демьянова, диагностикăпа консультаци центрĕн педагог-психологĕ А.И.Волкова калаçни питĕ усăллă пулчĕ. Вĕсем ачасем мĕншĕн тĕрĕс çултан пăрăннине, ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинче çыхăну мĕнле пулмаллине, çамрăк организма сăра, эрех, пирус, наркотиксем хăрушла сиен кÿнине тĕслĕхсемпех уçса пачĕç. Килнĕ хăнасене ашшĕ-амăшĕ усăллă канашсемшĕн ăшшăн тав  турĕ.

 

* * *

 

       Шĕнер Ишек шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Районтан та хăнасем пулчĕç. Пухăва шкул директорĕ Т.В.Скворцова уçрĕ. Калаçу наркотик, пирус, сăра-эрехе хирĕç кĕрешесси çинчен пычĕ. Унтан 3, 5, 6, 7, 9-мĕш классенче вĕренекенсем «Сиенлĕ йăласене хирĕç» литмонтаж кăтартрĕç. Кунта уйрăмах 3-мĕш класра вĕренекенсемпе Людмила Моисеевна Иванова вĕрентекене ырă сăмахсем калас килет. Вĕсем «Качакапа çичĕ путек» юмах тăрăх хатĕрленĕ пуканесен театрне кăтартрĕç. Качака путеккисем сиенлĕ йăлана хăнăхнă кашкăра тăн кĕртрĕç.

Людмила Моисеевна пуçарнипе шкулта ĕçлекен пуканесен театрĕ шкул ачисене тата ял халăхне темиçе çул ĕнтĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Районта смотрсене те хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ, вĕренÿре те маттур 3-мĕш класра вĕренекенсем. Вĕсем шкулти чи маттур класс шутланаççĕ.

Пуху усăллă иртрĕ. Ачасене сиенлĕ йăласенчен асăрхаттарассипе ирттерме палăртнă мероприятисене тишкерчĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2009
00:00
Поделиться
;