Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЯЛА УРА ÇИНЕ ТĂРАТАСЧĔ

Акă, сисмесĕрех çуркунне те персе çитрĕ. Канăçсăр çĕр ĕçĕ пуçланчĕ те ĕнтĕ. Ÿркенменнишĕн çулталăкри чи хĕрÿ тапхăр. Вăхăтра ĕлкĕреймерĕн-тĕк тупăшсăр юлатăн. Çурхи кун çулталăк тăрантарать - çак сăмахсене ахальтен каламан пуль ваттисем. Çакна ăнланса хресчен авалтан тупăшлă ĕçлеме хăнăхнă.

Хамăр республика Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Николай Васильевич ял хуçалăхне тепĕр хут ура çине тăратассишĕн тăрăшни хавхалантарать. Эппин, Вăрнар тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсен те самаях тар юхтарма тивет. Акă, унчченхи Мичурин ячĕллĕ, Чапаев ячĕллĕ, «Трактор», «Самолет» колхозсен çĕр лаптăкĕсенчен пысăк пайĕ тахçанах мăянпа армути тата талпиçен айне пулнă. Юрать-ха, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тÿрĕ лаптăксене темиçе хут сухаласа акса хăварчĕ. Шĕкĕр Турра, ку организацин укçи-тенки те, хăватлă техника та пур. Анчах вăл хăй тĕллĕн кăна районти усăсăр выртакан çĕрсене сухалама-акма вăй çитереймĕ.

Юлашки 20 çул хушшинче ял хуçалăх тĕлĕшпе мĕнлерех пысăк йăнăшсем туни паян яр-уççăн курăнать. Халĕ пуçлăхсен çав йăнăшсене йышăнса ыранхи çинчен тĕплĕн шутламалла пуль. Çитет ют çĕршывсен меслечĕсемпе пурăнса. Раççей халăхĕн çĕр опычĕ хăйĕннех çителĕклĕ. Ăна ура хурса чăрмантарма кăна кирлĕ мар.

Пирĕн тăрăхри тăватă колхоза аркатса-тустарса пĕтересси, тĕрĕссипе, компартие сивлесе пуçлăхсене хăваласа янипе, ял хуçалăх коллективĕсен ертÿçисене çирĕп тĕрĕслесе тăманнипе сиксе тухрĕ. Ял çыннисем колхоз ячĕпе кредитпа илнĕ икçĕр миллион тенкĕ кам кĕсйинче выртнине, хуçалăх пурлăхне мĕнле салатнине лайăх ăнланаççĕ. Енчен те хăй вăхăтĕнче коллективлă хуçалăх членĕсем  хăйсен  пурлăхне çаратакансенчен пурте кар тăрса çирĕп ыйтнă пулсан, паянхи пек çурăк валашка умĕнче юлмастчĕç. Мĕншĕн «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем халĕ те тупăшлă ĕçлесе пыраççĕ; Мĕншĕн тесен вĕсен ертÿçисем хăйсен кĕсйине тултарассишĕн мар, халăхшăн хыпса çунаççĕ. Çĕршыва ÿсĕр Ельцин ертсе пынă чухне кахалли тата таса чунли кăна çаратмарĕ пуль. Çак тĕрĕсмарлăха кура ял çынни алă сулчĕ те ĕçке ярăнчĕ...

Ял çыннине тепĕр хут çанă тавăрса çĕр çинче ĕçлеме вĕрентме çăмăл пулмĕ. Ман шутпа, патшалăха пăхăнакан хатĕрлев кантурĕсем уçмалла, уйрăм предпринимательсем чухăна юласран хăрама кирлĕ мар. Патшалăхăн ял хуçалăх техникисен, çунтармалли-сĕрмелли материалсен, электроэнерги хакĕсене чакармалла, кил-çурт çавăрма çăмăллăхсем памалла. Монополистсем намăс-симĕсе çухатрĕç - вĕсен ĕç укçи те, премийĕ-мĕнĕ те капашсăр пысăк.

Республика Президенчĕн Указĕ пурнăçлантăр тесен, халăха хумхантаракан ыйтусене çÿлти шайра татса пырасса шанас килет. Мĕншĕн тесен пысăк трибуна умне ахаль çын - çĕр ĕçченĕ - тахçантанпах тăрса курман. Ялта пурăнаканăн шухăш-кăмăлне, унăн хуйхи-суйхине пысăк пуçлăхсем пĕлмеççĕ те, илтмеççĕ те.

20 çул хушши выçса та, ĕçсе те, ташласа-юрласа та куртăмăр. Тепĕр хут çĕр çине анма вăхăт çитрĕ пуль. Ман шутпа, паянхи йывăрлăхсем халĕ те пулин çынсен куçĕсене уçма тивĕç. Ял пурăнсан, çĕршыв та пурăнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2009
00:00
Поделиться
;