Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăкăртан асли çук

Çак ятпа Калининăри библиотекăра    Çĕр ĕçченĕн çулталăкне  халалласа  литература каçĕ иртрĕ. Унта Калининăри шкул-интернатра 6 «а» (воспитателĕ - С.Захарова) тата 8 «б» (О. Галкина) классенче вĕренекенсене хăнана чĕнчĕç. Библиотекарьсем вĕсене ĕлĕкхи чăвашсен тум-тирĕпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Илемлĕ каçра чăваш поэчĕсен - В. Давыдов-Анатрин, П. Эйзинăн - çăкăра мухтакан сăввисене, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» хайлавĕн пайĕсене, А.Емельянов çăкăр  хакĕ çинчен каланине   тата Ухсай Яккăвĕ хăйне ашшĕ çăкăрпа çĕре хисеплеме вĕрентни пирки аса илнине вуланă. Илья Миксонăн «Жила-была...» хайлавĕнчи Таня Савичеван вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ ачалăхне, пĕчĕк хĕрача куçĕ умĕнчех унăн çемйи выçăпа вилнине  сăнлакан пайсене вуланине ачасем пĕтĕм чун-чĕререпе хурланса, ăна шеллесе итлесе ларчĕç.

Вĕренекенсем хăйсем те хавахалансах сăвăсем вуларĕç, чăваш тата вырăс халăхĕсен калăрăшĕсемпе ваттисен сăмахĕсене, çăкăрпа çыхăннă йăла-йĕркесене аса илчĕç. Вĕсем кашни çăкăр татăкĕнче чылай çыннăн - колхозниксемпе трактористсен, агрономсемпе комбайнерсен, çăнăх авăртакансен тата çăкăр пĕçерекенсен - ĕçĕ хывăннине ăнланса илнине пĕлтерчĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;