Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăк специалистсем уй-хирте тăрăшĕç

         Вăрнарти 29-мĕш училищĕре вĕренекенсем, кăçал «тракторист-машинист» специальноçне илекенсем виçĕмкун экзамен тытрĕç. Яш-кĕрĕм комисси председателĕн - патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕн Иван Тимофеевăн - кăткăс ыйтăвĕсене хуравлама пултарчĕ. 8 вĕренекен комбайнпа çÿрес енĕпе экзамен тытнă. Яш каччăсем кăçалах уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнĕç. Çавалкасри Александр Аврамова Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра хаваспах кĕтеççĕ. Ăна «МТЗ-80» трактор шанса парĕç. Сергей  Осипов «Знамя» хуçалăхра тăрăшĕ, вăл В, С, Д, Е категорисемпе экзамен тытнă. Кушар Юнтапари Вячеслав Мажорова ашшĕ ырă тĕслĕх кăтартни витĕрех курăнать. Маттур каччă та тăван «Юнтапа» кооператива ĕçлеме килĕ.

Калас пулать, училищĕн машина трактор паркĕ çĕнĕ йышши техникăпа пуян. Çавăнпа яш-кĕрĕм вырăнтах практика хăнăхăвĕсем илме пултарать.

Çак кунах патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр 14 ял хуçалăх машини тухнă



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;