Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ĂШĂ КЛУБРА ĔÇЛЕС ТЕ КИЛЕТ

       Çарăклăри культура çуртĕнче тăватă çул ăшă пулмарĕ, электрокăмакасем юрăхсăра тухрĕç. Пĕтĕм мероприятие сивĕ çĕрте ирттерме тиветчĕ.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин пире çак ыйтăва татса пама пулăшрĕ. Çавăн пекех вăл хăйĕн килти библиотекинчен çарăклăсене кĕнекесен комплектне парнелерĕ.

Клуб çурчĕ пирĕн çав тери лайăх - пысăк зал, тĕлĕнмелле пуян музей, хăтлă библиотека: халăха канма пĕтĕм условисем çителĕклĕ. Телевизор, бильярд, сĕтел çи теннис, кĕнекесем, хаçат-журналсем - кашнине чунне уçма ĕç пур.

Тав сăмахĕсене пирĕн çавăн пекех райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхне Л.Анисимована, «Монтажник» тулли мар яваплă обществăн, «Вурнарымежрайгаз» филиалăн, «Вурнарская» МСО ертÿçисене Г.Евсеева, И.Дубинина тата И.Сандомирова калас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;