Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

АСЛĂ ПОЭТĂМĂР ЯЛАНАХ АСРА

         Вăрман Кипек шкулĕнче мероприяти хыççăн мероприяти иртет. Акă иртнĕ эрнере те ачасем уроксем хыççăн киле васкамарĕç, мĕншĕн тесен ака уйăхĕн 13-18-мĕшĕсенче вырăссен паллă поэчĕ А.С.Пушкин çуралнăранпа 210 çул çитнине халалласа вырăс чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Программăна тĕплĕн хатĕрленĕ.

Пĕрремĕш кунне Пушкин юмахĕсем тăрăх çырнă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Кунта ытларах кĕçĕн классем хастар хутшăнчĕç. Хăшĕсем 2-3 ÿкерчĕк те тăратнă. Чи ăста художник ятне 4-мĕш класра вĕренекен Р.Порфирьевпа 2-мĕш класри А.Афанасьев тивĕçрĕç. 5-мĕш класри Н.Андреевпа И.Тихонован, А.Иванован, 3-мĕш класри Е.Романован тата Д.Николаев ĕçĕсем те аван. 9-мĕш классем А.С.Пушкинăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç.

Улттăмĕшпе пиллĕкмĕшсем хушшинче Пушкин юмахĕсем тăрăх иртнĕ КВН пурне те кăмăла кайрĕ. Ачасем унăн юмахĕсене тĕплĕн пĕлнине кăтартрĕç. Уйрăмах командăсен капитанĕсем И.Федорова (6 кл.), А.Николаева (5 кл.) ыйтусем çине тĕрĕс хуравларĕç. 6-мĕш класс команди малти вырăна тухрĕ.

Пушкин сăввисене илемлĕ вулассипе 9-мĕш класри А.Никифорова, О.Федорова, 7-мĕш класри О.Илларионова, 5-мĕш класри И.Тихонова тата 8-мĕш класри О.Николаева палăрчĕç. 9-мĕш класри Л.Андреева вара поэта халалласа хăй сăвă шăрçаланă. Çавăн пекех Пушкин произведенийĕсем тăрăх кĕнекесен выставкине йĕркелерĕç.

Мероприятисем çÿллĕ шайра иртрĕç. Конкурссенче мала тухнисене грамотăсем парса чысларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;