Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕнекене ял-йышпа хакларĕç

        Григорий Скворцовпа кĕçĕн хĕрĕ - Ирина Игнатьева çырнă «Мăньял Хапăс çăлкуçĕсем» кĕнеке презентацине ирттерме ял çыннисем культура çуртне чылаййăн пуçтарăнчĕç.

Таврари тăватă ялпа икĕ шкултан пухăннă ĕç çыннисемпе педагогсем, чĕннĕ хăнасемпе шкул ачисем умĕнче малтанах Мăньял Хапăсри библиотека ертÿçи Роза Кожанова тухса калаçрĕ, унтан кĕнеке авторне сăмах пачĕ.

Г.Скворцов ĕçри йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Куç курманнипе иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулнă май (сулахай куçĕ пачах курмасть, сылтăмми - 12-14 процент) ĕçе çырасси вăрахарах тăсăлнă, анчах та вĕсем йывăрлăхсенчен хăраса тăман: Ирина архивсенче кирлĕ документсене шыраса тупнă, ашшĕ кирлĕ шая кĕртнĕ.

Кĕнеке авторсем хăйсемпе паллаштарнинчен пуçланать. Пĕрремĕш страница «Президент калаçсан чăвашла» сăвăпа уçăлать, малалла Г.Пайăр композиторпа çырнă «Тăван енĕм - Вăрнар ен» юрă Вăрнар темине хускатнă май ку топоним мĕне пĕлтернине тĕплĕн ăнлантарса панă. Кунтах Нурăс, Шĕнер Ишек, Утар, Кÿстÿмĕр, Хапăс тата ытти ял ячĕсен тупсăмне пĕлме пулать. Истори темипе çыхăннă хайлавсем йышлă. Мăньял Хапăс, Анаткас Хапăс,  Чиркÿллĕ Хапăс историйĕсемпе пĕрлех Хапăс чиркĕвĕн 260 çулхи кун-çулне тишкернĕ. Тăван ялĕнчи чăваш халăх писателĕн Анатолий Емельянов йăх-несĕлне тĕплĕн тĕпченĕ, вăрçă ветеранĕсем - Александр Никитинпа Алексей Максимов тата Тимофей Иванов пограничник - çинчен каласа панă. Иван Яковлевпа Николай Никольскин Хапăс тăрăхĕпе çыхăннă ĕçĕсем çинчен çырнă май, кĕнекере Петĕр Хусанкай, Стихван Шавли, Митта Ваçлейĕ, Мăн Явăшри Турингесемпе Мăн Элменри Михаил Тинехпи çинчен те пĕлме пулать.

Вырăс поэзийĕн классикĕ А.С.Пушкин чăвашра пулнине, В.И.Чапаевăн патша çарĕнчи паттăрлăхĕсем пирки калакан очерксем вырăн тупнă. Тимухха Хĕветĕрĕ, Семен Горский, Михаил Сироткин çинчен çĕнни нумай. Авал чăвашсем çĕр вăрланине икĕ чĕлхепех çырса панă.

Кĕнекере Чăваш наци музейĕ çинчен Ирина Григорьевна çырнă материалсем вулама интереслĕ, вырăсла тата чăвашла çырнă «Нацмузей» юрри пур. Çĕнĕ кĕнекене «Хура çăкăр - хура çĕр» тата ытти сăвăсем пуянрах тăваççĕ. Кунта Хапăсра çуралса ÿснĕ Евгений Шашкин, Елизавета Ефремова, Олимпиада Цветкова, Семен Борисов паллă çынсем çинчен вуласа пĕлме пулать.

Ентешĕн кĕнекине тивĕçлĕ хак парса Хапăсри вăтам шкул директорĕ С.Н.Михайлова тата тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен С.В.Ефремов тухса калаçрĕç.

Кĕнекене сÿтсе явнă хыççăн концерт пулчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;