Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мăкăньпе çакланнă

                  шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ  çумĕнчи следстви уйрăмĕн  аслё следователе  юстици майорĕ

 

 

         Пĕлтĕрхи августăн 1-мĕшĕнче шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн дежурнăй чаçне телефонпа хыпар çитнĕ: Кÿстÿмĕр ялĕнче палламан çын пахчасенче мăкăнь пуçтарать иккен. Пĕлтерÿ хыççăн ку яла тÿрех следствипе оперативлă ушкăн тухса кайнă. Вырăна çитсенех, ял çыннисемпе калаçнă хыççăн, пахчасенче ухтаракан арçын Кÿстÿмĕрти С.Николаев патĕнче хăналанни палăрнă. Çапла майпа милици сотрудникĕсем унăн хуçалăхне пырса кĕнĕ, понятойсене хутшăнтарса, преступлени вырăнне пăхса тухнă. Телефонпа пĕлтернĕ хыпар суя пулман, С.Николаевăн килĕнче чăн-чăн вăрттăн вырăн (склад теме те юрать) тупăннă. Мăкăнь тунисемпе пуçĕсем, тымарĕсем ăçта кăна пытанса выртман пулĕ - типĕ çум курăк купи çинче те, сарайĕнчи вутă шаршанĕнче те, йывăç ещĕкре те, çуртăн стени çинче те, чартакра та. Наркомансем усă куракан хатĕрсен наборĕ - шприц, марля татăкĕ тата ытти те - хура пысăк сумкăра «хатĕр» выртнă.

Çак япаласен хуçи те йĕрке хуралçисем килсе çитнĕ чух кунтах, С.Николаевăн çуртĕнчех, тăван пекех хуçаланнă. Хăйне шыраса килессе шутламан та, пĕлмен те ĕнтĕ вăл, атту аякалла тухса вĕçтерĕччĕ-ха.

Пĕтĕм яла шуйхатаканĕ, пăтăрмаха çĕклекенĕ вара - 35-ри А.Субботин, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаканскер. Хăй вăхăтĕнче Шупашкар хулин Ленин район сучĕн йышăнăвĕпе пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатнăскер, вăл 2007 çулхи май уйăхĕнче кăна ирĕке тухнă. Йĕплĕ карта леш енче «каннă» кунсенче паллашнă та вăл Кÿстÿмĕр çыннипе В.Николаевпа.

Пĕлтĕрхи августăн 20-мĕшĕсенче хайхискер автобус çине ларнă та пирĕн района вĕçтерсе çитнĕ. Анчах унăн Лапсарта пĕрле «ларнă» тусĕ халĕ çут тĕнчере çук иккен. Ытлашшиех пăшăрханман вăл, Кÿстÿмĕрти пĕлĕшĕн пиччĕшĕпе - С.Николаевпа - паллашнă, пĕрле йăтса килнĕ эрехпе, апат-çимĕçпе сăйланă. Вăрттăн шухăшпа килнĕскерĕн, хăть мĕнле майпа та пулин шанăçа кĕмелле пулнă-ха та. А.Субботин ялта нумаях тытăнса тăман, анчах çак кун чылайăшĕн пахчинчен унта-кунта ÿсекен мăкăньсем «ураланнă».

Тепĕр икĕ кунтан вăл каллех Кÿстÿмĕрелле пыракан çулпа утнă. Хăйне кирлĕ наркăмăш тутине туйнăскер, хальхинче те ют пахчасене тустарма ĕмĕтленсе пынă. Çапла майпа А.Субботин ял çыннисен пахчи-анкартисенче вăрттăн та уççăн та çÿренĕ, мăкăне С.Николаев хуçалăхне сĕтĕрсе тĕрлĕ вырăна пуçтарса хунă, хăйне валли ăсран кăларакан наркăмăш хатĕрлесе çавăнтах усă курнă. Чăннипе, сахал мар «саппас» туса хунă Шупашкар хăни. Вăл Кÿстÿмĕрте пурăннă чух пĕри те тепри пахчисенче хăй тĕллĕн шăтса тухнă мăкăнь çеçкисем çухалнине асăрханă. Ялта аякран килнĕ наркомансем ку ÿсентăрана шыраса çÿрени çинчен сăмах хăвăрт сарăлнă, куркалакансем те пулнă.

Виççĕмĕш хут Николаевсем патĕнче хăналаннă чух вара ĕç ăнăçман, ăна йĕрке хуралçисем чăрмантарнă. Вырăнтах, преступление кăтартакан япаласемпе пĕрлех ярса илнĕ. А.Субботин следстви вăхăтĕнче те, суд ларăвĕнче те айăпа йышăнман пулин те явапран хăтăлайман. Мăкăньшĕн 4 çул та 2 уйăх, 15 кун колонире кирпĕч шутлама тивĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
25 апреля 2009
00:00
Поделиться
;