Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Усăллă, тупăшлă

         Ĕçчен çынсем çĕртен тĕрлĕ енлĕ тупăш илме тăрăшаççĕ. Акă Уйкас Явăшри Александр Казаковăн килти хуçалăхĕнче теплица-парник пур. Вăл калăпăшĕпе пысăк: ир пулакан хăяр, сухан, редис йăранĕсем ретĕн-ретĕн тăсăлаççĕ, юнашарах кăçал лартмалли купăстапа помидор калчисем çитĕнеççĕ. Пĕчĕк хуçалăхри ĕçсене кил хуçин мăшăрĕ Надежда Сергеевна йĕркелесе тăрать.

        Теплица-парнике кăмакапа ăшăтса тăраççĕ. Унта хĕл уйăхĕсенче те тĕрлĕ йышши пахча çимĕç çитĕнтерме пулать. Халĕ Казаковсен уяв сĕтелне тин çеç татса кĕнĕ хăярсем илем кÿреççĕ, симĕс суханпа редисран хатĕрленĕ салат та хăнасемшĕн техĕмлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 мая 2009
00:00
Поделиться
;