Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç - пурнăç тыткăчи

           Ĕç çынна мухтава кăларать теççĕ. «Сельхозтехника» организацин малтанхи управляющине Анатолий Григорьевич Ивонина халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Вăл - чăннипех ăста ертÿçĕ пулнă - чи пултаруллă, чи хастар яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа ĕçе илĕртме пултарнă. Е.Тиглева тĕп экономистпа С.Александров тĕп бухгалтер тата Л.Новиков тĕп инженер çамрăксене яланах сĕнÿ-канашпа пулăшма хавасчĕ.

Коллектив пĕр тĕллевпе тăрăшни çамрăк ăрăва теветкеллĕрех тимлеме хавхалантаратчĕ. Тин çеç ĕçе кÿлĕннисен йăнăшасси те пулать. Анчах та Анатолий Григорьевич нихăçан та сас хăпартмастчĕ, тĕплĕн ăнлантарма тăрăшатчĕ.

А.Ивонин ертÿçĕ чухне кĕске вăхăтра çĕнĕ цехсем çĕкленĕ, ял хуçалăх машинисене юсамалли мастерскойсем уçнă. Кунсĕр пуçне предприяти ĕçченĕсем валли общежити хăпартнă.

Пĕтĕм Раççейри соцăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх (1970-75 ç.ç.) çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртсе пынăшăн Вăрнарти «Сельхозтехника» организаци иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл хуçалăхсем хушшинчи «Колос» свинокомплекса, «Чувашсельхозмонтаж» «Сельэнерго», «Торгмаш», «Сортсемовощи», «Дорстройучасток», ПМК-668, ПМК-49, ПМК-10 организацисене пуçарса яма пулăшнă. «Сельхозтехникăра» яланах ăста специалистсене хатĕрленĕ. Пултаруллисене ертÿçĕсем пулма тăратнă. Вĕсен йышĕнче - В.Я.Львов, А.К.Иванов, Н.Д.Ведин, Г.С.Семенов, В.П.Смирнов, В.Н.Николаев, В.В.Иванов, Н.К.Ксенофонтов, пĕртăван Степановсем тата ыттисем.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
13 мая 2009
00:00
Поделиться
;