Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

НЕФТЬ ТЕ, ГАЗ ТА ТУПĂНАТЧĔ

        Воркутана вăркăннăранпа пĕрер уйăхран, июнь вĕçĕнче, вертолет кĕтсе илме тухрăмăр. МИ-6 алăкĕнче хĕсĕк куçлă хăйпанка хура çын тăрать.

- О-о! Ким Сан Чун! - терĕ Саша-Сантăр Гергольц. Корееца нимĕç унчченех пĕлнĕ иккен. Хăна пире пурне те ытамласа саламларĕ. Хаваслă, вашават этем. Хăйне çамрăкла тыткалать. Вертолетран сиксе-чупса тухрĕ.

- Ух! - терĕ çапах та, - ывăнтăм, пуç ыратакан пулчĕ. Асăрхарăм та, селĕппĕн калаçать-мĕн. Мана вертолетри приборсемпе паллаштарма пулчĕ. «Пĕрле ĕçлĕпĕр. Геофизик эпĕ», - терĕ.

А.Гергольц ертсе пынипе Сандивейри электростанцисене (иккĕшне те) вăрăм та сивĕ хĕле хатĕрлерĕмĕр. Талăкран талăк ылмашăнса тăрмашрăмăр. Пулă тытма, çырла пуçтарма вăхăт хĕсĕкрехчĕ. Çапах та тундра хăех пăшал çакса тухма йыхравлать. Самăрăлма тытăннă кайăксене, тилĕсене перкелерĕм. Вăйлă çумăр çеç балок-вакунран кăлармасть. Вара пур-çук кĕнекесене пăхкалатăн.

Платниксен пĕр хуйăх: пуртă юрлама пăрахнă чух пĕри чефир, тепри бражка хатĕрлет. Çимелли ал-хапăл кăна тăрса юлсан та Воркутана самолетсăр каяймастăн. Лекрĕм те - лекрĕм. Тăвансем калашле, курмаллине курасах пулать. Эх, мĕнлерех курорт халь Мăньял Хапăсра! Хăваласа кăларчĕç те - хăшĕ мана аса илет;..

Ким Сандрч (корееца çапла чĕнеттĕмĕр) мана хыпăнтарсах аэродрома çавăртса кайрĕ. Аэрофото ĕçне хăнăхтарчĕ. Ультрасасăллă сейсмолог аппарачĕ маншăн май çук интереслĕ, иртен пуçласа каçчен вертолет хырăмĕнче пăшăхатăп. Тундра анлăшĕнче тĕрлĕ çĕре ана-ана ларатпăр. Анма çук çĕрте вĕрен пусмапа усă курма тивет. Тундра тăприне ятарлă савăта тултарса кирлĕ сăмахсене çырса хуратăп, кашни тĕлтех юпасем тăрăнтарса хăваратăп.

- Хĕвел пытаниччен ĕлкĕресчĕ! - ялан васкатать Ким Сандрч геофизик. Вертолетри лента мĕн курнине пĕтĕмпех çырса пырать - магнит лентине улăштарма кăна ĕлкĕр. Ывăнтарать тулĕк, пуç çаврăнакан пулать.

Инçет Çурçĕрте нефтьпе газ шыратпăр! Романтика! Калама çăмăл. Номерленĕ тулли савăтсене Воркутари лабораторисене ăсататпăр. Уса юханшывĕпе Баренц тинĕсĕ таран вуншар пин çухрăм вĕçетпĕр. Печорăпа Море-Ю юханшывĕсем хушшинчи кашни тăваткал метра ÿкерсе тухрăмăр.

Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Ким Сандрч Воркутана вĕçрĕ. Сандивея çĕре пăраламалли машинăсем, хăватлă йывăр тракторсем яма шантарчĕ.

Аслă çĕр-тундра «хырăмне» тĕпчеме малтан, вăтăрмĕш çулсенчех, Николай Алексеевич Вознесенский  тĕв тунă (1903-1950. СССР Наукăсен академийĕн академикĕ. СССР Госплан председателĕ. Совнарком Председателĕн заместителĕ. Паллă плановик-экономист т.ыт.те). Тĕпчевсене тытăнма Аслă вăрçă чăрмантарнă. Н.А.Вознесенский пуçарăвĕ патне утмăлмĕш çулсенче Алексей Николаевич Косыгин (1904-1980. 1959-1960 ç.ç. Госплан председателĕ, унтан - СССР Министрсен Совечĕн председателĕ) таврăннă. Печорăпа Море-Ю юханшывĕсем хушшинчи тÿремлĕхе пирĕн вăхăтра «Усинско-Шапкинское месторождение нефти и газа» тетчĕç. Каярахпа ку вырăна «Тимано-Печорский топливно-производственный комплекс» теме тытăнчĕç. Шапкинăпа Черная шывĕсем, ейĕве тухсан, шутсăр кÿлĕсене пĕрлештереççĕ те, тинĕсле сарăлса выртаççĕ. Тавралăхра вĕçен кайăк çеç хуçаланма пултарать. Шыв тарнăçем кÿлĕсен таврашне пулăçсем пухăнаççĕ. Мĕн тытса тултарнине вĕсем çĕр шăнтсан тин илсе тухма пултараççĕ. Ку вăхăтра тундра геофизиксен хăватлă техникипе тулса ларать. Вĕçĕмсĕрех взрыв кĕрлет - хăлхуна хупласа ĕлкĕр.

Çаплах, Ким Сандрч хăйĕн сăмахне пурнăçларĕ. Çĕре пăраласси-сирпĕтесси пуçланчĕ. 40-50 градус шартлама сивĕ тăрать. «Пире - ал çемми!» - теççĕ геофизиксем. Тулĕк радиаторсенче соляркăна шăнтма юрамасть. Кашни вунă метрта шурф-шăтăк шăтарса сирпĕтетпĕр. «Грушăсене» (сейсмографсене) пуçтарса çурăма лăчă-лăчă тар тухать. Мана ярмăкчен çичĕ хут шыва кĕме, утмăл-çитмĕл çухрăм çуран утма хăнăхни çăлса пычĕ пулас. Тĕлĕнмелле ĕнтĕ: 50 градуслă сивĕре те хăш-пĕр тĕлте Т-140 трактор шурлăхри пек лакса ларать. Троссемпе пăрлă шывра асапланатăн. Юрать хушăран саппасра вутлă шыв тупăнать - атту пĕтрĕ пуç! Апчху! тусанах юр ăшĕнче йăваланаттăм та çывăрмалли михĕре ним пулман пек хуп туртараттăм. Ку йăларан эп паян кунчченех хăпман.

1964-1965 çулсенче Шапкино, Колва, Черная шывĕсен пуçламăшĕнче çĕр айĕн миллионшар тонна нефть выртнине палăртрăмăр, миллиардшар кубла метр газ пуррине пĕлтĕмĕр. Эпир - пĕрремĕшсем пултăмăр. Çавă хăпартлантаратчĕ.

Çуркунне тепĕр хут Сандивейри стационарти электромеханик пулса тăтăм. Тундра симĕсленчĕ. Таврара тăрлик-тăрлик тăрнасем хуçаланаççĕ. Çурла уйăхĕн варринче Ким Сандрч вĕçсе килчĕ те мана Воркутана лартса кайрĕ.

МИ-6 çурçĕрелле вĕçет. Акă, Югор çур утравĕ. О-Ю шывĕсем.

- Сандивей пирĕншĕн Ялта пулнă, халь Кара тăрăхне тĕпчемелле, чăтайăпăр-ши; - тет Совет Союзĕпе Корея ывăлĕ. - Ĕмĕрлĕх пăрлă çĕр...

Хальмер-Ю поселокĕ çийĕн иртсен тап-таса юрлă тундра выртать. Урал тăвĕсем те курăнаççĕ.

- Карское море. Белые острова. Айсберги, - ăнлантарать геофизик. Апла тĕнче хĕррине, Амдермана çитрĕмĕр. Пăхатăп: кирпĕч çуртсем курăнмаççĕ. Пысăк мар порт палăрать. Пăрахутсем, крансем, терриконсем... Вăрçă çулĕсенче тата хыççăн кунтан Архангельска, Мурманска баржăсемпе çĕр кăмрăкĕ турттарнă. Халь унашкал хуйăх çук. Тен, малашне кăларса çунтарĕç;

Тинĕс хĕрринчи çÿллĕ тусенчен Югорский Шар проливĕ курăнать. Вайгач утравĕн тăвĕсем хуп-хура. Çĕнĕ çĕр курăнать. Пирĕн пĕтĕм ĕç-пуç Сандивей таврашĕнчи евĕрлĕ. Тата йывăртарах тулĕк. Шур упа курас шутпа Кара тинĕсне тухкалатпăр. Пĕррехинче тинĕсе Çавалта çарамасланнă евĕрлех чупса кĕтĕм. Тăварлă шывне сыпса пăхрăм. Атту юрамасть теççĕ - тинĕс хĕрне тухрăн-тăк, чăмса шывне сыпмаллах иккен. Урасем хутланса ларчĕç, хырăм çурăм çумне çыпăçрĕ. Ишме йывăр. Пур пĕр пăр купи еннелле авăстаратăп.

- Путатăн! - кăшкăраççĕ юлташсем.

Хам ĕмĕрте çапла айсберга чуп туса, ытакласа куртăм. Çыран енне чышкă кăтартрăм.

- Урра! - янăрарĕ темиçе хут.

Хыççăн ну хытă çывăрнă! Сăнавсен вăхăчĕ тухнă май Ким Сан Чуна Воркутана, мана Сандивея ăсатрĕç. Сандрч хытă чирлесе ÿкнĕ иккен, сывалма Мускава янă. Эп çук вăхăтра Сандивейра электростанцисем чарăнса юрăхсăра тухнă.

Çурçĕрте курса-тÿссе туяннă опыт маншăн кайран та усăллă пулчĕ. Элĕк районĕнчи Карачурана эпĕ çула май лекнĕччĕ. Кунта, «Авангард» колхозра, Çĕмĕрлери чăх-чĕп фабрикин филиалĕ вырнаçнăччĕ. Çаксен электростанци чăхăмланă. Çынсем ун тавра кĕпĕрленнĕ. Хĕрсем-хĕрарăмсем йĕрес патне çитнĕ. Ток чĕрĕлмесен 25 пин кайăк-кĕшĕк тепĕр ик сехетрен месерле йăванать. Çĕмĕрлерен çитнĕ инженерсем пач аптăранă. «Кунашкал ситуацире эпĕ управлени пультне сÿтсе пуçтарнăччĕ, - терĕм, - урăхла меслет çук, атьăр, хăвăртрах юсар».

Станцие чун кĕртрĕмĕр те, Турă пуль эс тесе мана сывлăша çĕклерĕç, Горбачев чарнине пăхмасăр таçтан Югослави коньякне тупса килчĕç. «Кам ачи;» - терĕç. «Ку сехетре Сандивей ачи пултăм-ха», - терĕм.

Хушăран юлташсем те, ачамсем те ÿпкелеççĕ: «Мĕне тăчĕ сана нефтьпе газ шыраса сĕтĕрĕнни; Çурçĕрпе Çĕпĕр хырăмне йăлтах олигархсем ĕмеççĕ. Сана вĕсенчен виçĕ пус та лекес çук!» Хурав вырăнне шăла çыртатăп...

 



"Çĕнтерÿ çуле"
13 мая 2009
00:00
Поделиться
;