Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăха тĕрĕслеттермелле

Вăрнар район тĕп больницин туберкулезпа кĕрешмелли кабинетĕнче 165 çын учетра тăрать, çав шутран туберкулез чирĕ шала кайнипе аптракансем - 77-ĕн. Кăçал учета 15 çынна илнĕ.

Калас пулать, туберкулезпа кĕрешмелли республикăри диспансертан килнĕ куçса çÿрекен флюорографи установки Вăрнар районĕнче ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ĕçлет. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне Пăртасра, Волонтерта, Катăшра, Мăньял Хапăсра, Хапăсра, Кульцавра, Кивĕ Мĕлĕшре, Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче, Шăхальре, Çарăклăра, Вăрманкасра, Упнерте, Çĕн Мĕлĕшре, Çĕнĕ Хирпуçĕнче, Кушлавăшра, Ершепуçĕнче, Кÿстÿмĕрте, Авруйĕнче, Çавалкассинче пурăнакансем сывлăха тĕрĕслеттернĕ.

Пĕтĕмпе тĕрĕслев витĕр 1400 çын тухнă, виççĕшĕ туберкулезпа чирлени палăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 мая 2009
00:00
Поделиться
;