Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Слетра - Рыжовсен династийĕ

Ĕçпе юрă уявĕнче Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри ĕç династийĕсен çиччĕмĕш слечĕ иртрĕ.

Сумлă хăнасене Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров саламларĕ: «Чăваш енре ĕç династийĕсен слетне ирттересси ырă та хитре йăла пулса тăчĕ. Çакă пире пурне те мал ĕмĕтлĕ, хавхалануллă пулма чĕнет, пирĕн тăван çĕр çинче пурăнакан чăвашсен тата ытти халăхсен йăхташĕсем пек таса кăмăл-сипетлĕ пулма хистет. Чăвашсем «Ĕç - пурнăç илемĕ» тесе ахальтен каламан. Паян республикăра ĕç династийĕсем пин ытла, вĕсем экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче вăй хураççĕ. Вĕсем хăть ăçта ĕçлесен те, ĕç коллективĕсене тата обществăна паха тĕслĕх, хăйĕн йăхĕ умĕнче пите хĕретес мар тесен яваплăхлă ĕçлемеллине, çынсене, Тăван çĕршыва юратнине кăтартаççĕ».

Вăл республикăри чи лайăх ĕç династийĕсене Тав çырăвĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕ. Чăваш енĕн пултарулăх коллективĕсен чи лайăх номерĕсем вара уяв илемĕ пулса тăчĕç.

Слета Вăрнар районĕнчен Рыжовсен династийĕ, çавăн пекех Пăртасри вăтам шкулти чи лайăх учительсем хутшăнчĕç.

Рыжовсен вĕрентÿ ĕçĕнчи династийĕн стажĕ 185 çулпа танлашать. Ун пуçĕнче Владимир Васильевич Рыжов тăрать. Вăл хамăр, Йĕпреç тата Çĕмĕрле районĕсенчи шкулсенче 39 çул физикăпа математика урокĕсене ертсе пынă. Унăн мăшăрĕ те - Светлана Григорьевна -  ачасене вĕрентес ĕçе хăйĕн 36 çулне халалланă, хăйĕн ашшĕн, Григорий Петрович Петровăн, ĕçне малалла тăснă.

Г.Петров, тĕрĕссипе, - вĕрентекенсен династинейĕркелекенĕ. Вăл - ĕç тата вăрçă ветеранĕ, 1943 çулта ăна I степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăн вăл Пăртасри вăтам шкула ĕçлеме килнĕ. 45 çул çамрăк ăрăва пĕлÿ панă. Паян ун ĕçне çамрăксем тивĕçлĕн малалла тăсаççĕ.

Унăн мăнукĕ, Валентина Владимировна Рыжова, тăван шкулта вун уллтăмĕш çул кĕçĕн çулхи ачасене пуçлăмăш пĕлÿ никĕсне хывма пулăшать. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен. темиçе çул каялла республикăри «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» конкурса хутшăннăччĕ, иртнĕ çул районта иртнĕ «Самый классный классный» конкурсра хăйĕн ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Халăха хÿтлĕхпе тивĕçтерекен  Вăрнар районĕнчи пайĕ ĕç династийĕсемпе тивĕçлĕн ĕçлет. Пĕр ĕçре темиçе ăрупа ĕçлекенсене хăйсем патне пыма ыйтать.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
13 мая 2009
00:00
Поделиться
;