Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тав сана, фронтовик!

Нумаях пулмасть Калининăри тĕслĕх библиотекăра Çĕнтерÿ кунне халалласа литературăпа музыка каçĕ ирттерчĕç. Ачасем районти Совет Союзĕн Геройĕсен - А.А.Ивановăн, А.И.Ивановăн, С.И.Илларионовăн, Ф.И.Ашмаровăн - паттăрлăхĕ пирки тата Калининăри В.И.Тимаков генерал-майор çинчен тĕплĕн пĕлчĕç.

Литературăпа музыка каçне культура ĕçченĕсем вăрçă ветеранĕсене те Иван Михайлович Михайлова тата Виктор Яковлевич Зайцева - чĕннĕ. Хăнасем  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мĕнле çапăçни çинчен каласа кăтартрĕç. Пурнăçа шеллемесĕр мĕн пур вăйран кĕрешнĕшĕн Иван Михайловича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçура палăрнăшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă. Виктор Яковлевич вара Инçет Хĕвелтухăçĕнче яппун оккупанчĕсемпе çапăçнă. Çапăçура палăрнăшăн «Хастарлăхшăн» тата «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

Уяв каçĕнче фронтовиксем ачасен ыйтăвĕсене те хуравларĕç. Шкулта вĕренекенсем ветерансене асăнмалăх парнесем пачĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 мая 2009
00:00
Поделиться
;