Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрăсем пуçтахланаççĕ

Çуркунне çутçанталăк чĕрĕлнипе пĕрлех вăрăсем те вăранчĕç пулмалла. Шалти ĕçсен районти пайне унтан та кунтан пурлăха çаратнă тĕслĕхсем çинчен пĕлтереççĕ.

Май уйăхĕн 10-мĕшĕ умĕнхи каçхине, акă, вăрăсем Малти Ишек ялĕнче тустарнă. Вĕсем Ф.-н урамра çурт  умĕнче ларакан Иж «Ода» автомашинине куç хывнă, унăн хыçри икĕ урапине ирĕклĕнех кăларса илнĕ. Транспорт хуçине 2 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче йĕрке хуралçисен Çăлкас Кăкшăмра та шырав ĕçĕсене ирттерме тивнĕ. Кунта К.-н хуçалăхĕнче такам вăрттăн хуçаланнă, алăк çăрине çĕмĕрсе çурта кĕнĕ, апат-çимĕç вăрласа тухнă. Киревсĕр ĕç тăвакана çийĕнчех ярса илнĕ, вăл çывăхрах тупăннă. Вăрланă апат-çимĕçĕн пайне каялла тавăрма май килнĕ.

Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕрпел-Вăрнар автоçул çинче, поселока кĕнĕ çĕрте, шалти ĕçсен районти пайĕн «Шырав» ушкăнĕ ВАЗ-2112 автомашинăна чарнă. Багажника уçса пăхсан милици сотрудникĕсем пулă тытмалли 9 тетел, вĕрсе тултармалли икĕ кимĕ, вăлта, тытнă пулăсем выртнине курнă. Водительпе пĕрлех автомашинăра тата пассажирсем пулнă. Çапла, тĕрĕслев ирттернĕ май, С.-па Е. пулла саккунсăр майпа - тетелсем лартса - Санарпуç ялĕ айăккинчи пĕвере тытни палăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 мая 2009
00:00
Поделиться
;