Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăк инспекторсен слечĕ

19-мĕш хут иртекен слет çамрăк инспекторсене Шупашкар районĕнчи «Ылтăн пучах» сывлăха çирĕплетекен лагере пуçтарчĕ. Аçăмçырминчи шкулта вĕренекенсем кăçал та унăн активлă хутшăнуçисем пулса тăчĕç.

Командăра - 6-мĕш класри Максим Иванов, 4-мĕш класри Петр Николаев, 5-мĕш класри Ольга Алексеевапа Лина Никандрова. Вĕсем çул-йĕр правилисем, пурнăç хăрушсăрлăх никĕсĕ енĕпе пĕлĕве кăтартнă, «автохулара» велоспипедпа чупас практика занятийĕсене хутшăннă, вĕсемпе фигурăсем туса ярăнассипе тата пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассипе ăмăртнă.

Аçăмçырминчи шкул команди «автохулари» велосипед маршрутне çул-йĕр правилисене пăсмасăр ярăнса тухнă, ку конкурсра пĕрремĕш пулнă. Пĕтĕмĕшле зачетра 26 командăран вуннăмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 мая 2009
00:00
Поделиться
;