Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чупура палăрнă

Ытларикунпа юнкун Шупашкарта республикăри вăтам специальность паракан вĕрентÿ заведенийĕсем хушшинче спартакиада иртнĕ. Унта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди те хутшăннă.

Спартакиада спортăн ултă тĕсне пĕрлештернĕ: волейбол, мини-футбол, сĕтел çи теннис, баскетбол, йĕлтĕр чупăвĕ тата çăмăл атлетика.

Пирĕн спортсменсем уйрăмах çăмăл атлетикăра палăрнă. Мефодий Павлов акă 5000 метрлă дистанцие пурнинчен малтан чупса тухнă, Николай Григорьев ку дистанцирех иккĕмĕш вырăн йышăннă. Сергей Политов - виçĕ километрлă дистанцин бронза призерĕ.

4Х400 эстафетăра та палăрнă Вăрнар техникумĕн студенчĕсем -  Василий Ложкин, Мефодий Павлов, Сергей Политов тата Владимир Васильев виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе пирĕн студентсем 15 команда хушшинче -  улттăмĕш вырăнта. Командăна ăмăртăва Александр Созонов, Галина Павлова, Юрий Тикинев преподавательсем хатĕрленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 мая 2009
00:00
Поделиться
;